Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмар хĕрĕсем - республика чемпионĕсем

   Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕнче волейболла выляса республикăра мала тухассишĕн яллă районсенчи арçынсен тата хĕрарăмсен командисем хушшинче финалти ăмăртусем иртнĕ. Арçынсен команди Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски районĕсенчи командăсемпе тупăшнă.
      Хĕр ачасен вара хăйсен вăйне Вăрнар, Шупашкар, Патăрьел районĕсенчи хĕр ачасен хушшинче тĕрĕслеме тивнĕ.
      Пĕрремĕш вырăншăн кĕрешÿ уйрăмах çивĕч иртнĕ. Пирĕн пултаруллă волейболисткăсем: Татьяна Васильева, Ольга Васильева, Евгения Васильева, Мария Васильева, Светлана Риманова, Алена Никифорова, Ирина Никифорова, Екатерина Степанова район чысне тивĕçлипе хÿтĕленĕ. Шупашкар районĕн командине 2:1 шутпа çĕнтернĕ. Çапла вара «Урмарочка» команда яллă районсенчи командăсем хушшинче республика чемпионĕ пулса тăнă. Евгения Васильева вара турнирăн «Чи лайăх вылякан» ята тата приза тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕ команда кубока çĕнсе илнĕ. Волейболисткăсене дипломсемпе наградăланă, медальсем панă.
   - Пирĕн волейболисткăсем район чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕç, хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартрĕç. Пĕрремĕш хут республика чемпионĕ пулса тăчĕç. Халиччен пулман пысăк çитĕнÿ. Çакăн пирки эпир тахçанах ĕмĕтленсе пурăнаттăмăр. Арçынсем те лайăх вылярĕç, чемпионатра пиллĕкмĕш вырăн йышăнчĕç, - тулли кăмăлпа каласа парать хĕр ачасен ăсталăхне туптакан ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи Игорь Алешин тренер-преподаватель.
 
А. ХОВАНСКИЙ


25 апреля 2007
00:00
Поделиться