Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр улми лартаççĕ

    Пысăк Енккассинчи С.Калягин хресчен /фермер/ хуçалăхĕ кашни çулах ир çитĕнекен çĕр улмине районта чи малтан лартса çитĕнтерет, çавăнпа унăн тухăçĕ те савăнтарать.
     Кăçал та ку ĕçе чи малтан тытăннисенчен пĕри. 60 гектар çĕр çинче пур культурăна та туса илеççĕ. Çĕр улми вара кăçал 7 гектар çинче пулать. «Яниковское» хуçалăх панкрута тухнă май рабочисем те вĕсем патне пулăшма пыраççĕ. В.Григорьев, Л.Васильев, В.Галанов, В.Романов, В.Гаврилов, А.Никифоров, В.Васильев тата ыттисем те кашни кунах ĕçе çÿреççĕ. Хуçалăхра С.Калягин фермера ывăлĕ - Роберт пур ĕçре та пулăшса пырать. Пуласлăх шанчăклă алăна куçтăр тесе ăста çĕр ĕçченĕ хăйĕн опытне çамрăка вĕрентет.
 
А. АНТОНОВА


28 апреля 2007
00:00
Поделиться