Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малтан – халăх умĕнче

    Районта пулса иртекен ĕçсем пурте унта пурăнакансемшĕн, халăх ырлăхĕшĕн. Района ертсе пыракансем çакна шута хурса тĕрлĕрен йышăнусем тăвиччен пур япалана та халăхпа пĕрле сÿтсе явма тăрăшаççĕ.
        Акă иртнĕ кунсенче кăна-ха Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пайĕсен начальникĕсемпе специалисчĕсем, районти общественность тата хăш-пĕр депутатсем пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусемпе çыхăннă проектсене пăхса тухрĕç. Малтанах районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн 2007-2010 çулсенчи программăн проекчĕпе район пуçлăхĕн заместителĕ-финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăлах 2006 çулхи район бюджечĕн отчетне çирĕплетесси пирки тухса каларĕ.
      Чăваш Республикинчи куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх учетне тата çĕр участокĕсене патшалăх кадастр учетне илес енĕпе ĕçлемелли республикăри ятарлă программăпа килĕшÿллĕн районта 2006-2008 çулсенче куçман пурлăх кадастр системине туса хурассипе райадминистрацин экономика пайĕн начальникĕ Н.Краснова чарăнса тăчĕ.
      Çул çитмен тата асăрхавсăр ачасем право йĕркисене пăсасран сыхланса профилактикăлла ĕçсем туса ирттерессипе те районта ятарласа программа туса хума палăртнă. Унăн 2007-2010 çулсенчи проекчĕпе районта право йĕркисене пăсасран профилактика ĕçĕсем туса ирттерекен координатор И.Дмитриева паллаштарчĕ.
      Проектсене сÿтсе явса В.Данилов, Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Г.Назаров, район Пухăвĕн депутачĕ /Вăрмар округĕ/, О.Иванов, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртса тухса калаçрĕç.
       Пухăва район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пычĕ, сăмах каларĕ. Проектсене район Пухăвĕн депутачĕсен çитес пухăвĕнче пăхса тухма тата çирĕплетме сĕнÿ пачĕç.
 
А. НИКОЛАЕВА


28 апреля 2007
00:00
Поделиться