Пĕр тĕрĕс мар утăм - инкек сăлтавĕ
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх пирки тăтăшах асăрхаттаратпăр пулин те инкексем пулсах тăраççĕ. Акă кăçал çак вăхăт тĕлне район территорийĕнче çулпа транспорт инкекĕ 6 пулнă, 2 çын вилнĕ, 8-шĕ аманнă. Эрех ĕçсе руль умне ларма юраманни пирки тăтăшах ăнлантаратпăр пулин те, ун пеккисем тупăнсах тăраççĕ.
Тăватă уйăхра ÿсĕр 55 водителе тытса чарнă, вĕсен удостоверенийĕсене туртса илнĕ. Руль умĕнчи ÿсĕр çын хăйшĕн кăна мар, пассажирсемшĕн те, ыттисемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Ăна пулах пысăк инкек пулма пултарать. Çавăнпа та вĕсенчен асăрхануллă пулмалла. Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха пăхса тăракансем те вĕсене çийĕнчех тытса чарма тăрăшаççĕ.
Хальхи вăхăтра автомототранспорт хатĕрĕсен патшалăх техосмотрĕ пырать. Хăшĕсем ытларах мототранспорт хуçисем çак мероприятие хутшăнассинчен пăрăнма пăхаççĕ, яваплăха туймаççĕ, йĕркене пăсаççĕ. Автомототранспорт хуçисенчен чылайăшĕ усă курма юрăхсăр автомашинăсемпе мотоциклсене учетран кăлармалли йĕркесене пĕлмеççĕ. Çак йĕркесем пирки районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмне килсе ыйтса пĕлмелле те юрăхсăр автомототранспортсене учетран кăлармалла, унсăрăн вĕсем питĕ нумайланса кайнă. Çак ĕçе вĕçне çитермесен вĕсем пирки администартивлă мерăсем те йышăнма тивет. Ку вара никамшăн та лайăх япала мар. Çавăнпа та пĕр-пĕрин ĕçне хисеплесе, ăнланса туса пырсан питех те лайăх пулмалла.
ЧР Президенчĕн Программипе килĕшуллĕн пирĕн районта тахçантанпах кĕтнĕ федераллă пĕлтерĕшлĕ çул хута кайрĕ. Чукун çул урлă кĕпер хывни пуриншĕн те питĕ лайăх. Çавăнпа та «Раççей чукун çулĕсем» акционерлă уçă обществăн «Горький чукун çулĕсем» филиал начальникĕн приказĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар станцийĕнчи 705 километрти чукун çул урлă каçса çÿремелли çула кăçалхи апрелĕн 30-мĕшĕнче хупаççĕ. Çавăнпа та водительсен малашне чукун çул урлă хывнă кĕперпе çÿремлле, тимлĕрех пулма тивет. Асра тытăр! Çул тимсĕрлĕхе каçармасть.
Н. АЛЕКСАНДРОВ