Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Окоп чавнă, фронтра çапăçнă

   Аслă Çĕнтерÿ фронтпа тыл тачă çыхăнăвĕсĕр пулман. Анчах тылра юлнисем вăрçă хирĕнчисене хĕç-пăшалпа, апат-çимĕçпе кăна мар, тăшман танкĕсем пырса кĕресрен окопсем чавса та пулăшнă.
    Эпир, район çыннисем, октябрĕн 25-мĕшĕнче окоп чавма Аслă Чак ялне çитрĕмĕр. Пире Энĕш шывĕ хĕрне илсе тухрĕç, çĕре чавса стенасем туса танксене хирĕç шăтăксем тума задани пачĕç, пурăнма ялта хваттерсене вырнаçтарчĕç. Кавалтан кунта сакăр бригада ĕçлерĕ. Ял халăхĕ пире кăмăллă пăхса усрарĕ. Аслă Чак каччисем Кавал хĕрĕсемпе, эпир Аслă Чак хĕрĕсемпе самаях туслашрăмăр. Манăн та кунта Анфиса, Нюра, Валя шанчăклă туссем пулса тăчĕç. Тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Сивĕ 40 градусран иртсен те ĕçрен юлса курман. Январĕн 30-мĕшĕнче пирĕн ĕç вĕçленчĕ. Хĕрарăмсене пурне те яла авăн çапма ячĕç, арçынсене Арапуçне вăрман касма куçарчĕç. Кунта вара çĕр мар, юр чавса кăларса çĕр çулхи юмансене ваклама лекрĕ.
     Февралĕн 28-мĕшĕнче телефонограммăпа мана яла чĕнчĕç. Килте мана фронта кайма повестка кĕтнĕ. Манпа пĕрле тепĕр ултă çыннăн та. Вĕсен шутĕнче И.Артюков йысна, юлташсем - И.Артюков, М.Кольцов, В.Никоноров, Ф.Викторов, В.Малышев.
     1942 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче çар комиссариатне çитрĕмĕр. Кунта ман паллакан çынсем те пур. Аслă Чакран - П.Антонов, А.Никифоров, Чулкасран - И.Шаков, Тупахран - П.Павловский, Чупайĕнчен - П.Виноградов, Чăрăшçырмаран - Г.Журавлев, Кивĕ Вĕренертен - З.Степанов, Арапуçĕнчен - В.Никитин. Ăсатакансем кайса пĕтсен ман пата, пекарньăран ĕçрен тухсан, шанчăклă тусăм Вера килчĕ, вăл мана вăрçăран кĕтсе илме сăмах пачĕ. Пирĕн пуйăс тапранса кайрĕ. Канашран пире Арзамаса, унтан Раменск хулине илсе çитерчĕç. Десантниксен 5-мĕш корпусне службăна илчĕç.
    Августăн 7-мĕшĕнче Сталинград фронтне ячĕç. Дивизи августăн 13-мĕшĕнче çапăçăва кĕчĕ. Сталинградра çапăçу çĕнтерÿпе вĕçленнĕ хыççăн пирĕн дивизи вăрçа Берлинра вĕçленĕ.
Аслă Чак, Арапуç çыннисен сăпайлăхне нихăçан та манас çук!
 
Г. МОКЛАКОВ


08 мая 2007
00:00
Поделиться