Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăçа чех çăлса хăварчĕ

     Вăтакасри Григорий Николаевич Ванеркин Совет Çарне 1942 çулта кайнă. Çĕр-шывра тăшмана хирĕç хаяр çапăçусем пынă. Пирĕн ентеш малтанах Гороховецри артиллери училищинче связиста вĕренет.
     Ун хыççăн ăна Воронеж фронтне яраççĕ. Хăйĕн автобиографийĕнче вăл çапла çырнă: «Острогожск хули çывăхĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕтĕм. Стрелоксен 180-мĕш дивизине кĕрекен пирĕн пулеметсен взвочĕ Курск пĕккинчи хаяр çапăçăва хутшăнчĕ. Эпир тăшман ункине лекрĕмĕр. Штыкпа нумай хутчен алла-аллăн çапăçма лекрĕ. Пĕррехинче çапла пулса иртрĕ. Нимĕç ман çине штыкпа тĕллесе пырать. Эпĕ маларах ĕлкĕреймерĕм çав. Пĕр сисмен çĕртен ăна чех çапса ÿкерчĕ, мана вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Çавăншăн эпĕ ăна Швейцарире туса кăларнă хамăн трофей сехетне парнелерĕм. Курск пĕккинчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн мана Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăларĕç. Пирĕн дивизи Украинăна ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Днепр шывĕ урлă чи малтан эпир каçрăмăр. Ку вăл Выжгород хули çывăхĕнче пулнă. Хăшĕ-пĕрисем Днепр урлă хăйсем ăсталанă кимĕсемпе каçнă, нимĕçсем ан сисчĕр тесе алă тупанĕсемпе авăснă. Çапла приказ пулнă: «Шыв урлă кам кимĕсĕр каçать - вĕсене Ленин орденĕпе наградăлаççĕ». Эпир наградăсемшĕн çапăçман. Эпĕ ертсе пыракан взвод шыв урлă чи малтан каçрĕ, тÿрех оборона йышăнтăмăр, тăшман персе тăнине хамăр çине илтĕмĕр. Çапла вара тĕп армине çыранăн тепĕр енне сахал çухатусемпе каçма пулăшрăмăр. Асра юлнă тепĕр самант. Киева ирĕке кăларассишĕн çапăçусем пыратчĕç. Пĕррехинче каçхине иккĕмĕш Украина фрончĕн командующийĕ Ватутин мана, кĕçĕн лейтенанта, тата Рудаков лейтенанта ирхинеччен хĕрлĕ хăмач тупма приказ пачĕ. Хула варринче перкелешÿ пыратчĕ, бомбăсем çурăлатчĕç. Эпир вара хула хĕрринчи килсенче шырама пуçларăмăр та хамăра хушнă япалана пĕр хĕрарăм патĕнче тупрăмăр. Тепĕр ирхине Украинăри партин Тĕп Комитечĕн çурчĕ çинче, Украинăна ирĕке кăларнине пĕлтерсе, пирĕн хĕрлĕ хăмачран тунă ялав вĕлкĕшме пуçларĕ.
    Украинăна ирĕке кăларнă хыççăн эпĕ ертсе пыракан батальон Шипатовка, Ужгород хулисене тăшмантан тасатнă, хаяр çапăçусемпе Румыни, Венгри, Чехословаки çĕр-шывĕсене ирĕке кăларнă. 1944 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче пĕр йывăр çапăçура мана амантаççĕ, самолетпа Дебрицен хулинчи госпитале илсе каяççĕ. Çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн мана Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕпе наградăларĕç».
    Салтакран таврăнсан Г.Ванеркин тăван колхозра 14 çул хушши бригадир пулса ĕçлет.
    1989 çулта вăл пирĕнтен уйрăлать.
 
Т. НИМАКОВА


08 мая 2007
00:00
Поделиться