Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Связистсем

Чулкас ялĕнче пурăнакан Зоя Петровна Петровăна 19 çултах вăрçă хирне кĕме тивнĕ. 1924 çулта çуралнăскер сахал мар хура-шур тÿснĕ. Йышлă çемьере çуралса ÿснĕ вăл. Вăрçа кайиччен çĕвĕ цехĕнче вăй хунă. 1943 çулхи июнь уйăхĕнче ун патне вăрçа каймалли хут килет те вăл вăрçа тухса каять.
    Чи малтанах Зойăпа пĕрле тата ытти хĕрсене те Мускава илсе каяççĕ. Унтан Ростов хулине çитереççĕ. Кунтан аякках мар çĕр пÿртре вырнаçса хамăр салтаксене раципе кирлĕ сведенисем панă. Хĕвел Тухăç Пруссинче те патвар хĕрсем нимĕç самолечĕсене таçтан аякран вĕçсе килнине сасран пĕлсе ротăна пĕлтерсе тăнă. Çĕнтерÿ кунне Кенигсбергра кĕтсе илнĕ. Вăрçă йывăрлăхĕсене тÿснĕ хĕрсен куçĕсем Çĕнтерÿ кунĕнче савăнăç куççулĕпе тулнă. Пиллĕк çул вăрçă хирĕнче нимĕç фашисчĕсене аркатнă маттур хĕрсем. Кунтах вĕсен çамрăклăхĕ иртнĕ. Вăрçă чарăнсан, тепĕр 3 уйăхран Зоя Петровна тăван ялне таврăнать. Василий Никитич Никитинпа çемье çавăраççĕ. 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларать хастар çемье.
    «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медале тивĕçнĕ пултаруллă связист. 1965 çулта З.Петровăна Ача амăшĕн медалĕпе чыслаççĕ. Юбилей медалĕсем те чылай унăн. 1980 çулта вара «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят параççĕ.
     Çулсем иртеççĕ пулин те, хаяр вăрçă кунĕсем паянхи кунччен те хисеплĕ ветеранăн асĕнчех.
 
О. ФЕДОТОВА


08 мая 2007
00:00
Поделиться