Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тылпа фронт юнашар пулнă

Елена Егорова 1927 çулта Аслă Чак ялĕнче çуралнă. Вăрçă тухнă çулхине эпир Аслă Чакри тулли мар вăтам шкулта 6-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕччĕ. Вăрçă пуçлансанах вăйпитти арçынсем фронта тухса кайрĕç. Яла хĕрарăмсемпе çамрăк ачасем кăна тăрса юлчĕç.
    Пĕтĕм ĕçе вăкăрсемпе е алă вĕççĕн пурнăçлаттăмăр. Иртен пуçласа мĕн сĕм çĕрлеччен çурлапа тырă вырнă, авăн çапнă, Вăрмарти элеватора тырă турттарнă, вăрман каснă тата ытти йывăр ĕçсене пурнăçланă. Елян /Елена/ ытти ачасем хушшинче пултаруллăрах та çаврăнăçуллăрах пулнăран ăна хăйсен бригадинче звеньевой ĕçне шанса панă. Вăл ачасене хавхалантарса ял Совечĕ хушнипе фронта пулăшса çăматă, алсиш, нуски, апат-çимĕç пуçтарса панă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Унăн вĕренес шухăш пысăк пулнă. Аслă Чакри шкулта 7 класс вĕренсе пĕтерсен Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта пĕлĕве малалла ÿстернĕ. 1945-1947 çулсенче Канашри педучилищĕре вĕренсе пĕлÿ пухнă хыççăн тăван шкулта ĕçлеме пуçлать. 1947-1963 çулсенче аслă пионер вожатăйĕнче вăй хурать, çав вăхăтрах библиотекарьпе бухгалтер ĕçĕсене туса пырать.
    1950 çулта Е.Егорова çав шкултах математика вĕрентекен Пĕчĕк Енккасси каччипе - Василий Васильевич Павловскипе çемье çавăрать.
    1961 çултан пуçласа 1982 çулччен 20 çул Елена Егоровна Аслă Чак шкулĕнче пуçламăш класс ачисене вĕрентсе пенсие тухать.
     Унăн пархатарлă ĕçне правительство пысăка хурса хакланă. Ăна «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «Ĕç ветеранĕ» тата ытти юбилей медалĕсемпе наградăланă. СССР Çут ĕç министерствипе профсоюзăн Тĕп комитечĕ панă Хисеп грамоти уншăн чи хаклисенчен пĕри шутланать. Тата ытти наградăсем те чылай унăн.
 
П. ПОРФИРЬЕВ


08 мая 2007
00:00
Поделиться