Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнтерÿ кунне ялсенче те анлăн паллă тунă

    КАВАЛ. Чи пысăк уява - Çĕнтерÿ кунне Кавалта тахçантанпах чаплăн ирттереççĕ. Кăçал та вăл, çанталăка пăхмасăрах, пысăк шайра иртрĕ. Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов тăрăшнипе Çĕнтерÿ паркне, унти памятнике тирпей-илем кĕртнĕ, тасатнă, сăрланă. Ирхине ирех кунта халăх пуçтарăнма тытăнчĕ.
     10 сехет. Акă, горн сасси, ачасем юрлани илтĕнсе кайрĕ. Ачасен колоннисен çийĕн ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Вĕсем площаде ретĕн-ретĕн пырса тăчĕç. Митинг пуçланчĕ. Ăна Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов уçрĕ. Унтан шкул директорĕ Е.Ипатова, Ю.Михеев пенсионер тухса калаçрĕç, Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕç. Вăрçă ветеранĕсем те тухнă митинга. Нумай юлман вĕсем Кавалта та. Я.Макаров, Н.Исаев, М.Степанов тăраççĕ хисеплĕ вырăнта, палăк умĕнче, орден-медалĕсене ялкăштарса. Вĕсем те тухса калаçрĕç, вăрçăра çапăçнисене аса илчĕç.
     Унтан шкул ачисем тухрĕç палăк умне. Вĕсем вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене ăста юрласа пачĕç, пухăннă çынсен чĕрисене хускатрĕç. Уйрăмах «Священная война», В.Табаков учитель çырнă «Ветеран, сывă пул эс ялан» юрăсем килĕшрĕç, «День Победы» юрра хумханмасăр итлеме çук, ăна та темиçе хут шăрантарчĕç шкул ачисем. Чысларĕç чăннипех фронтра паттăррăн çапăçса вилнĕ салтаксене.
 
В. ТУРТУШОВ


12 мая 2007
00:00
Поделиться