Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мĕн лартни çитĕнтĕр

    «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕ республикăри хуласемпе ялсене тирпей-илем кĕртме, йывăç лартма чĕнсе каланине Аслă Чак ял тăрăхĕнче хапăл тусах йышăнчĕç. Ахаль те кашни çулах тирпей-илем кĕртессипе вăй хуракансем, кăçал уйрăмах тăрăшуллă пулчĕç.
      Ку ĕçе ялти çамрăксемпе шкул ачисем, хăш-пĕр çынсем активлă хутшăнчĕç. Акă нумаях пулмасть тахçанах палăртнă тĕллеве те пурнăçлама пултарчĕç вĕсем. «Вăрмар - Вăрмар кукри» аслă çултан Аслă Чак ялне çитекен çулăн икĕ айккипе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Ухин тăрăшнипе 30 пине яхăн хыр-чăрăш тĕмĕ лартса хăварчĕç. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама вĕсене «Арабоси» агрофирма пулăшнă. «Аслă Чак уйрăмĕн управляющийĕ В.Иванов ку ĕçре хăйĕн вăй-халне, вăхăтне шеллемерĕ. Йывăç тĕмĕсене Йĕпреçпе Киря вăрман хуçалăхĕнчен туянса килме Канаш вăрман хуçалăхĕн пирĕн районти участокăн аслă мастерĕ В.Иваншкин çине тăчĕ. В.Иванов, Ю.Иванов, Н.Борисов, Л.Семенов рабочисем ку ĕçре çав тери хастар пулчĕç», - тет Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Ухин. Сăваплă ĕç хисеплĕ тенĕ мĕн авалтан. Йывăç лартса ÿстересси те хисеплĕ. Ачана ÿстернĕ пек çитĕнтермелле вĕсене. Мĕн лартни çитĕнтĕрччĕ кăна.
 
А. НИКОЛАЕВА


12 мая 2007
00:00
Поделиться