Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăха шанакансемпе пуласлăха ĕненекенсем çула тухрĕç

     Майăн 6-мĕшĕнче йывăр асап тÿснĕ святой Георгий кунĕ пулнă. Çак куна хисеплесе тата Аслă Отечественнăй вăрçăра винисене асăнса, пирĕн халăх калама çук йывăр самантсене чăтăмлăн тÿссе ирттерсе тăшмана çĕнтернине халалласа Турра ĕненекенсем, Владимир атте ертсе пынипе, хĕрессемпе турăшсем йăтса çула тухрĕç.
      Аслă Мăнкун - Христос чĕрĕлнĕ ятпа сиплĕ те ырă кÿрекен çулăма та çула тухнă чухне пĕрле илнĕ. Турра ĕненекенсем святой Троица чиркĕвĕнчен тухса тин çеç хута кайнă чукун çул урлă хывнă кĕпер еннелле утрĕç. Унта çитсен Владимир атте çĕнĕ кĕпере кĕл туса тасатмалли йĕркепе кĕлĕ ирттерчĕ. Ку мероприятие район пуçлăхĕ В.Кириллов тата «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятин районти юсавпа строительство управленийĕн начальникĕ А.Павлов хутшăннă, сăмах тухса каланă. 3, 8 километр тăршшĕ çул-йĕре 11 уйăхра хута яма пултарни Чăваш Республикин Президенчĕпе Н.Федоровпа РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Косачевăн тÿпи те пуррине аса илчĕç. Ку çул район халăхĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.
    Протоиерей Владимир Турра ĕненекенсен ячĕпе вĕсене тав сăмахĕ каларĕ. Уйрăмах район пуçлăхĕ В.Кириллов районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕшĕн нумай вăй хуни пирки палăртса ырă сăмахсем каларĕ, малашне те ĕçлеме Турă пулăшса пытăр терĕ. Ун хыççăн çĕнĕ кĕпере кĕл туса тасатнă шывпа сирпĕтсе тухрĕ. Турра ĕненекенсем малалла Михаил Архистратиг чиркĕвне çитсе вырсарникунхи кĕлле ирттерчĕç.
 
А. НИКОЛАЕВА


12 мая 2007
00:00
Поделиться