Раççейĕн пĕрремĕш Президентне асăнса
Районта Йывăç кунне ирттересси ЧР Президенчĕ Н.Федоров Указ кăларнăранпа пушшех те аталанса кайрĕ. Поселокри чылай предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, уйрăм предпринимательсем харпăр хăй ĕçлекен вырăнсенче тирпей-илем кĕртсе йывăçсем лартассипе вăй хучĕç.
Эпир те хамăр пурăнакан çурт тавра тасатса тирпейлерĕмĕр. Кунта пурăнакансем тăрăшнипех çывăхри вăрмантан тĕрлĕ йывăçсен пĕчĕк хунавĕсене илсе килсе çурт умне лартрăмăр. Йывăç лартассине тĕнчешĕн хурлăхлă саманчĕпе - Раççейĕн пĕрремĕш Президенчĕ Б.Ельцин пурнăçран уйрăлнипе те çыхăнтартăмăр. Вăл вилнĕ пулин те эпир унăн ячĕпе лартнă йывăçсем ĕмĕрĕпех ешерччĕр терĕмĕр. Ку мероприятие пирĕн çуртра пурăнакансем - ватти те, вĕтти те питĕ активлă хутшăнчĕç. «Йывăçсем йĕркеллĕ çитĕнччĕр ĕнтĕ, айккинчен килекен автомашинăсем кĕрсе ишсе ан пĕтерччĕр», - терĕç ĕçлеме тухнисем.
Н. АНТОНОВА