Рейсра - çĕнĕ автобуссем
Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Пурĕ 1 миллион та 445 пин пассажир турттарнă, плана ирттерсе тултарнă. Хальхи вăхăтра кунта 94 çын вăй хурать.
Пурте тенĕ пекех умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Уйрăмах А.Герасимов, Б.Самсонов, Г.Гурьев водительсене, И.Филиппова, Н.Александрова кондукторсене, В.Федоров газоэлектросварщика, В.Ефимов автослесаре лайăх енĕпе кăна палăртмалла. Хальхи рынок тапхăрĕнче предприятисене «ура çинче» çирĕп тăма çăмăл мар пулин те, автотранспорт предприятийĕ шав малаллах талпăнать. Пурлăхпа техника базине те çулсеренех çĕнетсе пыма тăрăшать. Акă, нумаях пулмасть лизинг мелĕпе 3 çĕнĕ автобус та туянчĕç вĕсем. В.Васильев директор пĕлтернĕ тăрăх, çитес çулсенче вĕсен йышĕ татах та çĕнелмелле.
З. Павлова