Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăнлавсене вут-вăрçă кăвакартнă, Кăвакармаççĕ орден-медальсем

Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар комиссарĕ М.Пуклаков пĕлтернĕ тăрăх пирĕн районтан вăрçă хирне пурĕ 6890 çын кайнă, килĕсене 4131 çын каялла таврăнайман. Хальхи вăхăтра районта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем - 110, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем - 41, тыл ĕçченĕсем - 1328, ĕç ветеранĕсем 4 пин ытла пурăнаççĕ.
Майĕн 9-мĕш палăк пулнишĕн,
Халăха вăл хаваслăх кÿнишĕн
Паян пур хулара, пур ялта,
Çĕкленсе шăранан чун юрришĕн
Тав сана, Çĕнтерÿçĕ -салтак!
/«Çĕнтерÿçĕ - салтака» сăвăран/.
    Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 62 çул çитрĕ. Çак паллă куна уявлама вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем, районти предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем, шкул ачисем чылаййăн пухăннă. Ирхине 9 сехет тĕлне вĕсем пурте Ленин площадьне пуçтарăннă. Унтан уява килнисем ушкăн-ушкăнпа Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне утрĕç.
    Палăк умĕнче хисеплĕ хуралта шкул ачисем тăраççĕ. Вăхăт вăхăтпа вĕсем улшăнаççĕ. А.Беловăпа В.Шапеев дикторсен янăравлă сассисем Майăн 9-мĕшĕ - Аслă Çĕнтерÿ кунĕ пулни çинчен пĕлтереççĕ.
«Çĕнтерÿ çинчен калаçнă чух,
Вăл куна çеç мухтани сахал,
Хăватне нимпе те виçме çук
Вăл чунра талпăнакан вăй-хал»
сăвă йĕркисемпе пуçлать А.Белова диктор.
     Аслă Çĕнтерĕве - 62 çул. Аслă Отечественнăй вăрçă пулнăранпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ пулин те, вăл кашнин асĕнче. Çак вăхăтра темиçе ăру та ÿссе çитĕнсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухрĕ. Кама паян 62 çул, вăл Çĕнтерÿпе пĕр çулта. Вĕсен ачалăхĕ йывăр пулнă. Хаяр вăрçă аркатнă хуласемпе ялсене пĕтĕмпех аслă ăрури çынсен çĕнĕрен çĕклеме тивнĕ. Эпир паттăр салтаксене, хамăр ентешсене нихăçан та манмастпăр. Акă вĕсем: Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ П.Порфирьев, Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕсен кавалерĕ Н.Зарубин, Е.Степанова партизанка, Н.Капитонова медсестра тата ыттисем те.
    Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕнче паттăррăн пуçĕсене хунисен ячĕсене «Асăну» кĕнекине кĕртнĕ.
А.Беловăпа В.Шапеев дикторсем митинга уçма Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхне А.Васильева сăмах параççĕ.
    Раççей гимнĕ янăрать. Андрей Васильевич митинг уçăлни çинчен пĕлтерет. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, уява пухăннă мĕн пур халăха саламлать. Унтан район пуçлăхне В.Кириллова сăмах парать. «Вăрмар районĕн хисеплĕ çыннисем, Аслă Отечественнăй вăрçăн хаклă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем, вăрçă ачисем, салтак-интернационалистсем, хĕç-пăшаллă хирĕçÿсене хутшăннă çынсем, салтака кайма вăхăт çитнĕ çамрăксем, хăнасем, ентешсем!
    Майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерÿ кунĕ. Вăл пирĕн халăх пурнăçĕнче чи паллă кун. Аслă Отечественнăй вăрçă тапхăрĕ 1941 çултан пуçласа Совет Çарĕ нимĕç фашисчĕсене аркатнă таран истори событисене анлă сăнласа паракан паттăрлăх. Темиçе çул иртсен те тĕнчене тăнăçлăх илсе килнĕ Совет салтакĕн çĕнтерĕвне эпир манмастпăр.
    Аслă Çĕнтерĕве - 62 çул! Вăхăт хăвăрт иртет пулин те, пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ ĕмĕр чĕрере. Аслă Çĕнтерÿ вăл - вăрçă хирĕсенче ĕмĕрлĕхе пуçĕсене хунисене асăнни, чĕррисене сума суни, паттăр салтаксен тĕслĕхĕ. Ку уявăн чикки çук, ăна Раççейре, Европăра, тĕнчипех анлăн паллă тăваççĕ.
     Сире пурне те Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп, мирлĕ пурнăç, телей, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп. Сире, хисеплĕ ветерансем, пархатарлă ĕçĕршĕн, паттăрлăхшăн, тăшмана парăнманнишĕн пуç таятăп. Çĕнтерÿ кунĕпе сире», - терĕ Вячеслав Николаевич хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май.
      Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене саламлама Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ, патшалăх строительствин тата вырăнти хăй тытăмлăх комитечĕн председателĕ Г.Васильев, Чăваш Республикинчи суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров, Вăрмар районĕнче çуралнă паллă ентеш, III рангри капитан А.Воронин килнĕ.
     Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар комиссарĕ М.Пуклаков Аслă Отечественнăй вăрçăран пирĕн паттăр ентешсенчен чылайăшĕ каялла таврăнайманни, вĕсен ячĕсене эпир нихăçан та манманни, ветерансем çамрăксене çарпа патриотизмла воспитани парас ĕçре нумай вăй хуни, салтак тумне тăхăннă çын пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма пултарни çинчен каларĕ. Çĕнтерÿ кунĕпе пурне те саламларĕ.
     Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров ЧР Президенчĕ Н.Федоров ячĕпе саламларĕ, Вăрмар районĕнчен те Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕнче чылай çын паттăррăн çапăçса ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хуни, вĕсем ĕмĕрех пирĕн асăмра пулни çинчен каларĕ. Вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, тăлăха юлнă салтак арăмĕсене, пурне те Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕ, иксĕлми вăй-хал, çирĕп сывлăх сунчĕ.
     Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти совечĕн председателĕ Л.Кугушев вăрçă çулĕсенчи йывăр пурнăçа аса илчĕ, уяв ячĕпе саламларĕ.
     Çĕнтерÿçĕ-салтак палăк, воин-афганецсене асăнса лартнă монумент, районти поликлиника çурчĕ çинче паттăр салтаксене чысласа уçнă Асăну хăми умне диктор чечексем хурасси çинчен пĕлтерет. Район пуçлăхĕ В.Кириллов, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, шкул ачисем чĕрĕ чечексем, чечек кăшăлĕсем, Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул ачисем «Ĕмĕрлĕх Мухтав» гирлянди хучĕç.
     Уяв ячĕпе саламласа вăрçă ветеранĕсене шкул ачисем чечек çыххисем пачĕç.
     Çапăçу хирĕнче выртса юлнисене, вăрçă хыççăн вилнĕ фронтовиксене асăнса диктор шăплăх минучĕ çинчен пĕлтерет.
     Пĕр минут иртнĕ хыççăн диктор сасси янăрать:
- Аслă Отечественнăй вăрçăн паттăр-салтакĕсене Мухтав!
- Çĕр хут Мухтав! /Салют параççĕ/.
    Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев митинг хупăнни çинчен пĕлтерет. Митинг пĕтсен уяв малалла Ленин площадĕнче иртрĕ. Унта çамрăк армеецсен парачĕ пулчĕ. Унтан уяв концерчĕ иртрĕ.
 
З. ПАВЛОВА


12 мая 2007
00:00
Поделиться