Тасалăх хуçалантăр
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов республикăри тĕп санитари врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканăн «Чăваш Республикинчи хуласемпе ял тăрăхĕсен территорийĕсене санитари тĕлĕшĕнчен тытса тăрассине лайăхлатасси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн хушу кăларнă.
Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ялсене санитари енчен таса тытас тĕлĕшпе ирттермелли мероприятисен планне туса хатĕрлеме, кирлĕ мар ăпăр-тапăра тухса тăкма ятарласа çĕр лаптăкĕ уйăрса пама сĕннĕ.
Кăçалхи апрель-май уйăхĕсенче ял тăрăхĕсенче санитарипе экологи тата йывăçсем лартмалли уйăхлăх ирттерме хушнă.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ведомствăсен, предприятисемпе организацисен руководителĕсене, шкулсен директорĕсене ялсене тирпей-илем кĕртес, çырма-çатрасене йывăçсем лартас енĕпе субботниксем йĕркелеме сĕннĕ.
Санитарипе экологи мероприятийĕсем йĕркелесе ирттерме комисси туса хунă. Унăн председателĕ - район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов.
Комисси членĕсен ялсене тухса çÿресе территорисене мĕнле шайра тытнине тĕрĕслесе тăмалла, пулăшмалла.