Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăхăтра, туллин усă курар

   Пурнăç таппинчи улшăнусем пирĕн районта та сисĕнеççĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсем вăй илсе аталанса пыраççĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ вара пирĕн ĕçпе тÿрремĕнех çыхăннă, мĕншĕн тесен ял хуçалăхне аталантарма халăха çăмăллăхлă кредитсем паратпăр.
   Уйрăм кил хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх туянма, вĕсене усрама вите, сарай хăпартма, çĕр çинче ĕçлеме ял хуçалăх техникисем, минераллă удобренисемпе ядохимикатсем тата ытти тĕрлĕ япаласем туянма пулать. Ку енĕпе Çĕрпÿри перекет банкĕн пирĕн районти хушма офисĕнчен çăмăллăхлă кредит илме пулать. 2006 çулта кун пек кредита 369 гражданина 45946000 тенкĕ панă. Кăçал ку таранччен 74 çын 9764500 тенкĕ çăмăллăхлă кредит илчĕç. Арапуçĕнчи А.Ефимовсен çемйи ку кредита районта пĕрремĕш илме пултарчĕ. Упăшки - район больницин васкавлă пулăшу уйрăмĕнче - фельдшерта, арăмĕ - Екатерина Валерьевна «Арабоси» агрофирмăра экономистра вăй хураççĕ. Вĕсем укçапа выльăх-чĕрлĕх усрамалли хуралтă хăпартнă. Кредит илес тесен кирлĕ документсене пуçтарсан пирĕн хушма офиса /районти перекет банкне/ килмелле те 3-4 кун хушшинче пăхса тухса илме пулать. Халăха кредит парас енĕпе Г.Семенова, А.Васильев ĕçлеççĕ, С.Ананьев кредит паракан секторăн пуçлăхĕ, кирлĕ ыйтусене вăхăтра татса пама тăрăшаççĕ. Кредитпа ятарласа палăртнă пек усă курсан, Раççей Федерацийĕн тĕп банкĕ унăн ставкине субсидилет. Çавăнпа ăна çăмăллăхлă кредит теççĕ. Иртнĕ çул «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртессипе начар мар ĕçлерĕмĕр. Кăçал та хуçалăх нушисем валли патшалăх паракан çăмăллăхлă кредитпа анлăн усă курар.
 
С. ХАРИТОНОВ


12 мая 2007
00:00
Поделиться