Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Асра юлнă самант

   Эпир тăван ен культури урокĕнче хамăр ентешĕмĕр Николай Прокопьевич Иванов пултарулăхĕпе паллашрăмăр. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен рефератсем çыртăмăр. Урокра Н.Иванов-Пархатар çырнă сăвăсене пăхмасăр каларăмăр, вăл хывнă юрăсене шăрантартăмăр. Çакăн хыççăн пирĕн Н.Иванов поэт-композиторпа тĕл пулу йĕркелес шухăш çуралчĕ.
    Çак тĕл пулăва йĕркелеме пире Вăрмар районĕн краеведени музейĕн директорĕ Цыфаркин Василий Егорович пулăшрĕ. Пире, 7-8-мĕш классенче вĕренекенсене, музей ĕçченĕсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Тĕл пулăва тата районти таврапĕлÿçĕсем И.Криков тата В.Миронов хутшăнма кăмăл турĕç. Çар Мухтавĕн залĕнче пире Василий Егорович Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă Вăрмар ен салтакĕсемпе паллаштарчĕ. Никита Зарубин, Нина Капитонова, Анатолий Казаков, Павел Порфирьев тата ытти паттăрсен ячĕсене эпир ĕмĕр-ĕмĕр асра тытатпăр.
    Акă пирĕн умра - авалхи Вăрмар тăрăхне сăнланă ÿкерчĕк. Василий Егоровичăн интереслĕ калаçăвĕ пире аваллăха çитсе курма пулăшрĕ.
   Малалла эпир Вăрмар енĕн сумлă поэт-композиторĕпе Николай Прокопьевичпа шăкăл-шăкăл калаçма пуçларăмăр. Хăйĕн ачалăх кунĕсем çинчен вăл тулли кăмăлпа каласа пачĕ. Поэт пăхмасăр вуланă сăввисене, поэмисене итлесе килентĕмĕр. Эпир, 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем вара, Николай Прокопьевич çырнă «Элекçĕ шăна» тата «Кушак аçи» юптарăвĕсене сцена çинче выляса кăтартрăмăр. 5-мĕш класра вĕренекен Кристина Васильева хăй çырнă сăввисене вуласа пачĕ. «Парне» фольклор ушкăнне çÿрекен Алевтина Васильевна, Галина Алексеевна, Галина Андреевна Николай Прокопьевич кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарса савăнтарчĕç. Юлашкинчен поэт-композитор пире пурне те асăнмалăх хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Çак ăшă тĕл пулу пирĕн кăмăлсене çĕклерĕ.
 
Т. ВАВИЛОВА


19 мая 2007
00:00
Поделиться