Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Эпир мар пулсан, кам!

   Çуркунне призыв тапхăрĕ пулнине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Кăçал та çак вăхăт çитсе тăчĕ. Тăван çĕр-шыв чиккине хураллама каякансене ятарласа уяв туса парасси те йăлана кĕнĕ. Районти культурăпа кану центрĕнче салтака кайма хатĕрленекен çамрăксене малтанах салтаксен пурнăçĕ, паттăрлăхĕ çинчен видеофильмсем кăтартрĕç.
   Район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, призыв комиссийĕн председателĕ Ю.Соколов, Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ М.Пуклаков çамрăксене ырă та ăнăçу сунчĕç, паттăрлăх тĕслĕхĕсене илсе кăтартрĕç, çара каякансене телейлĕ çул, чăваш ятне çÿлте тытма сĕнчĕç. Салтакран отпуска килнĕ С.Мадуров, тин çеç çар службинчен таврăннă С.Тимофеев çамрăксене салтак пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕç. Чи хумханулли вара залра ларакансемшĕн республикăран килнĕ «Сыны России» ушкăн юрлани пулчĕ. Чечен Республикинче хĕрÿ вырăнсенче пулнă çамрăксен юррисем чуна пырса тивмелле янăрарĕç. Чăн-чăн салтаксен паттăрлăхне кăтартрĕç. Ку концерта пирĕн района йĕркелесе илсе килекенĕ хамăр ентеш, Тинĕс пехотин ветеранĕсен союзĕн Чăваш Республикинчи обществăлла организацин председателĕ В.Васильев пулчĕ. Вĕсем те çамрăксене телейлĕ çул сунчĕç.
   Юлашкинчен çара кайма хатĕрленекенсене пĕчĕк парнесем пачĕç.
 
А. НИКОЛАЕВА


19 мая 2007
00:00
Поделиться