Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăмăл çине - тÿрремĕн

   Ку пирĕншĕн - çĕнĕлĕх. Вырнă ана çине тÿрремĕнех пĕрчĕллĕ культурăсем акни пулман-ха пирĕн тăрăхра ку таранччен. Кăçал вара çак меслетпе «Вăтам Энĕш» хуçалăх ăнăçлă ĕçлерĕ темелле. Çĕнĕ Кинчерпе Вăтакас ял хуçалăхĕсен çĕрĕсем çине вăхăтра та агротехника требованийĕсене пурнăçласа акса хăварчĕç.
   Çĕр ĕçĕнче ытти техникăсемпе пĕрле тин çеç кредитпа туяннă çĕнĕ VALTRA тракторпа унăн кăкарса ĕçлемелли AMAZONE агрегачĕ те хутшăнчĕ. Çĕнĕ ял хуçалăх техникипе ĕçлеме В.Крыловпа С.Садовников Тутар Республикине кайса ятарласа вĕренсе килнĕ. В.Крылов пĕлтернĕ тăрăх ку техника кунне 100 гектар таран акма пултарать. Пĕр гектар çĕр çинче ĕçлесе 2-3 литр топливо пĕтерет иккен. Çĕнĕ трактор çумне ытти тĕрлĕ ĕçсем пурнăçламалли /удобрени сапмалли, курăк çулмалли/ агрегатсем кăкарса ĕçлеттерме те пулать. Икĕ хуçалăхăн 938 гектарĕ çинче пĕрчĕллĕ культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксем акса хăварнă. Çĕр улмипе кишĕр, хĕрлĕ кăшман лартмалли юлни çинчен пĕлтерчĕ тĕп агроном С.Павлов. «Вăтам Энĕш» хуçалăхсен ĕçченĕсем Урнар çĕрĕсем çине те 250 гектар çинче акса хăварасшăн. Малашлăхсем анлă, тĕллевсем пысăк Кинчерсен. Кунта ĕçлекен халăха та хисеплеççĕ. Кунне виçĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ, вăхăтра ĕç укçи тÿлеççĕ, механизаторсем кăмăллă хуçалăх пуçлăхĕсемпе.
 
А. НИКОЛАЕВА


19 мая 2007
00:00
Поделиться