Культура аталанăвĕ - ăс-хакăл пуянлăхĕ
«Культура ăнлав анлă - калаçу тата тыткаларăш культури, пирĕн бизнес кăларакан тавар пахалăхĕн культури, йăла культури тата апат çинĕ чухнехи культура, сывлăх сыхлавĕн тата тăван тавралăх культури, политика культури тата шухăшлав культури, унран уйрăм çыннăн пурнăçĕнче пурте килет! РФ Президенчĕ В.Путин РФ Федераллă Канашне янă Çырăвĕнче те Раççей хăй пĕтĕм Европа тата тĕнче культурине аталантарассипе пысăк калăпăшлă ĕçсем тăвать», - тесе палăртрĕ Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн заместителĕ М.Краснов пирĕн районта иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕнче районти тĕп библиотекăра культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă май.
Пĕрлехи информаци кунне çавăн пекех «Чăваш Республикин çĕр кадастрĕн палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т.Матвеева, Чăваш Республикин суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕн заместителĕ Ю.Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн организаципе право управлени аппарачĕн юридици секторĕн консультанчĕ А.Краснов, Федераллă регистраци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн муниципаллă пĕрлĕх ĕçĕсене туса пыракан пайĕн начальникĕ Т.Расколова, район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕсем: Ю.Соколов, О.Васильев, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, район администрацийĕн организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов хутшăннă. 4 ушкăна пайланса вĕсем Вăрмар хула, Арапуç, Энтрияль ял тăрăхĕсенче пулса РФ Президенчĕн В.Путинăн РФ Федераллă Канашне янă Çырăвĕпе, ЧР Президенчĕн Н. Федоровăн «Чăваш Республикин Бюджет политикин 2008-2010 çулсенчи тĕп çул-йĕрĕ çинчен» Указĕпе паллаштарчĕç, экологи субботникĕ ирттерессипе, ял- хула тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртессипе, йывăçсем лартассипе ĕçлемеллине палăртрĕç.
Тĕл пулу вăхăтĕнче министр заместителĕ М. Краснов РФ Президенчĕн В. Путинăн РФ Федераллă Канашне янă Çырăвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл çын ăс-хакăлĕнче культура пысăк вырăн йышăнни, библиотека ĕçченĕсен çамрăк ăрăва кĕнекене юратма, унпа малашлăхра усă курма вĕрентмелли, авалхи несĕлсен ырă йăли-йĕркине аталантармалли çинче чарăнса тăчĕ. РФ Президенчĕ В. Путин Çырура Президент библиотеки туса хумалли, пĕтĕм библиотека системине информаципе çыхăнтаракан тĕп сыпăк пулмаллине палăртрĕ М.Краснов.
«Чăваш Республикин бюджет политикин 2008-2010 çулсенчи тĕп çул-йĕрĕ çинчен» Указĕпе те кĕскен паллаштарчĕ.
«Бюджет политикин тĕп шăнăрĕ - экономика ÿсĕмĕн никĕсĕ çинче халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегине пурнăçласси. Çавăнпа пĕрлех Чăваш Ен кал-кал аталаннине кура паянах социаллă пурнăçпа экономикăн темиçе çуллăх аталанăвне укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли майсене тупма пултарать. 3 çул хушшинче çĕнĕ йышши общество инфратытăмне йĕркелессине вĕçлеме тĕллев лартнă. Пысăк калăпăшлă çак çул-йĕрсенчен пĕри - 2007-2008 çулсенче мĕн пур яла хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарасси. Ку - 1 пин километр ытла çул тата 9 миллиард тенке яхăн инвестици», - пĕлтерчĕ хăйĕн калаçăвне вĕçленĕ май М.Краснов. Культура ĕçченĕсен те сахал мар пулчĕç ыйтусем. Вĕсене ĕç укçи пĕчĕкки, культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама укçа-тенкĕ çитсе пыманни пăшăрхантарчĕ.
З. ПАВЛОВА