Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçчен çынна ĕç савать

   Çапларах каласан йăнăш пулмасть пуль Арапуçĕнчи Кудряшовсен йăхĕ пирки. Вĕсем - ял хуçалăх ĕçченĕсем. Тăван колхозри ĕç стажĕ 459 çула çитнĕ.
     Йăх пуçлăхĕ Ванифатий Николаевич Кудряшов, 1905 çулта çуралнăскер, 36 çул ялти «Путь Ильича» /малтан – «Победа», унтан – «Дружба» ятлă/ колхозра тырă склачĕн кладовщикĕнче тăрăшнă. Унăн мăшăрĕ, Агафья Игнатьевна та /1908/ 30 çул кладовщица пулса ĕçленĕ. Тырă - хуçалăхри чи пысăк пурлăх. Ăна упрама шанчăклă та ĕçе юратакан çынна хушаççĕ. Çакăн пек тивĕçлĕ ĕçченсем пулнă та Ванифатий Николаевичпа Агафья Игнатьевна. Вĕсенчен тĕслĕх илсех пуль ĕнтĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсем, кинĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем тăван ял хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ.
      Ванифатий Николаевичпа мăшăрĕ 9 ача çуратса çитĕнтереççĕ. 7-шĕ хăйсен кун-çулне тăван колхоз пурнăçĕпе çыхăнтараççĕ. Аслă хĕрĕсем: Юлия Ванифатьевна Спиридонова /1929/, Таисия Ванифатьевна Теплова /1932/, Клавдия Ванифатьевна Лоцман /1934/, Анна Ванифатьевна Порфирьева /1938/ «Путь Ильича» колхозра 30 çул ытла ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, 4-шĕ те пултаруллă колхозницăсем пулнă. Кудряшовсен ывăлĕсем: Геннадий /1945/ 27 çул завхозра тăрăшнă, çав вăхăтрах колхозри профком председателĕн тивĕçĕсене те пурнăçласа пынă; Михаил /1949/ механизатор пулнă; Николай /1954/ та пиччĕшĕ пек тракторист профессине суйласа илнĕ. Николай Ванифатьевич хальхи вăхăтра «Арабоси» агрофирмăра вăй хурать, хăйĕн «хурçă юлташĕпе» уй-хир ĕçĕсене пурнăçлать, унăн ĕç стажĕ - 36 çул.
     Анна Ванифатьевна упăшки, Иван Порфирьевич /1936/, малтан – механизаторта, каярах трактористсен бригадин бригадирĕнче тăрăшнă /пурĕ 36 çул/. Вĕсен ывăлĕ - Олег 4 çул ĕнтĕ агрофирмăн пушар хуралĕнче ĕçлет.
      Таисия Ванифатьевна та чăн-чăн ял хуçалăх ĕçченĕсене çуратса ÿстернĕ: унăн ывăлĕпе хĕрĕ «Арабоси» агрофирмăра вăй хураççĕ. Николайăн /1955/ ĕç стажĕ - 22 çул, вăл - механизатор; Елена /1957/ 1988 çултанпа çăкăр пĕçерекен ăста.
Юлия Ванифатьевна вара мухтава тивĕç, мĕншĕн тесен çемьере ун ял хуçалăх ĕçченĕсем - 6. Упăшки, Вячеслав Спиридонович /1923/, тăван колхозăн садĕнче тăрăшнă, пилорамщик та пулнă. Ачисем: Михаил /1949/ - строительсен бригадин бригадирĕ /стаж - 36 çул/, Геннадий /1951/ - механизатор, токарь, Нина /1953/ - сысна пăхакан, столовăй заведующийĕ. Паянхи кун вĕсем 3-шĕ те «Арабоси» агрофирмăра ĕçлеççĕ. Михаил ывăлĕ Евгений - агроном, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан вăл ĕçлеме тăван яла таврăннă. Çамрăк специалист кăçал ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ.
     Çапла вара Кудряшовсен 18 çынтан тăракан ĕç йăхĕ тăван колхоз аталанăвĕшĕн 21 ĕмĕрте те ырми-канми тăрăшать. Ванифатий Николаевичпа Агафья Игнатьевна пуçарнă ял хуçалăх ĕçченĕсен династийĕ паян та йышлансах пырать.
     Нумаях пулмасть Кудряшовсем /Николай Ванифатьевич ертсе пынипе/ Республикăри ĕç династийĕсен 5-мĕш слетне хутшăнса хамăр район чысне хÿтĕленĕ.
 
А. МИХАЙЛОВ


23 мая 2007
00:00
Поделиться