Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аслăчаксем хĕрÿ ĕçре

    Аслă Чак хуçалăх çĕрĕ çинче Çĕнĕ Кавал, Арапуç, Аслă Чак çыннисем вăй хураççĕ, мĕншĕн тесен «Арабоси» агрофирма хăйĕн техникисемпех КПИР-3, 6, Т-150К, МТЗ-1221 килнĕ кунта. Эпир пынă кун П.Семенов, Н.Кудряшов, Ю.Владимиров, Н.Борисов, Н.Петров, В.Иванов трактор çине суха тумалли тата акмалли агрегатсене çаклатса урпа акатчĕç. Вĕсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ, ĕçлес кăмăлĕ те пысăк.
     Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ те кунтах, вăрлăх пирки ыйтрĕ, йывăрлăхсемпе кăсăкланчĕ, тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕ. Механизаторсен кашни минучĕ хаклă, пирĕнпе калаçнă вăхăтра та пушă тăмарĕç, хăвăрт тапранса ĕçе тытăнчĕç.
 
А. НИКОЛАЕВА


23 мая 2007
00:00
Поделиться