Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кÿршĕсен лайăх, пирĕн тата лайăхрах

     Пирĕн республика шайĕнче ертсе пыракан тытăм йĕркеленсе ĕçлеме пуçланине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Вырăнти влаçăн чи малта тăракан задачи - граждансемпе яланах тата тĕрлĕ енлĕ хутшăнса ĕçлесси. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем тĕл пулса пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси йăлана кĕнĕ.
     Хальхинче вĕсем пирĕн районта пухăнчĕç. Куславкка, Красноармейски, Çĕрпÿ, Тăвай районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем килнĕ. Арапуç ял тăрăхне - Тăвай, Энĕшпуçне - Çĕрпÿ, Пинере - Куславкка, Пысăк Енккассине - Красноармейски ял тăрăхĕсен пуçлăхсем кайса курса çÿрерĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле райадминистрацине пуçтарăнса хăйсем мĕн курса çÿренин шухăш-кăмăлĕсене палăртрĕç. Вĕсен руководителĕ Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхĕн канашĕн ĕç тăвакан дирекцин директорĕ В.Максимов пулчĕ.
     Аслă Чак ял пуçлăхĕ М.Ухин, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов, Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов хăйсен ĕçĕнчи хăш-пĕр тĕслĕхсене илсе кăтартса тухса калаçрĕç, ĕçри опычĕсемпе паллаштарчĕç.
      Хальхи вăхăтра районта «Чăваш Республикинчи куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх учетне тата çĕр участокĕсене патшалăх кадастр учетне илес ĕçе вĕçлес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» 80 № Указне пурнăçа вăхăтра кĕртмелли тапхăр пырать. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Стальская ку ĕç республикăра еплерех пурнăçланса пыни çинчен тата еплерех ĕçсем туса ирттермелли пирки тухса калаçрĕ. Семинар вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи Президент Администрацийĕн представителĕ Ю.Чернов, ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн пай начальникĕ А.Егоров, Федераллă Регистраци службин Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхĕн пай начальникĕ Т.Расколова, ЧР куçман пурлăх управленийĕн представителĕ С.Мулюков тухса калаçрĕç.
     Ĕçлĕ тĕл пулăва пухăннисене район пуçлăхĕ В.Кириллов район ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, тав сăмахĕ каларĕ.
      Юлашкинчен пĕтĕмлетсе В.Максимов сăмах каларĕ, тĕл пулăвăн пĕлтерĕшĕ пирки палăртрĕ.
       Канашлу хыççăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕр-пĕринпе мини-футбол вылярĕç, шашка турнирĕнче тупăшрĕç.
 
Н. ШИШКИНА


23 мая 2007
00:00
Поделиться