Пысăк Енккассинче çĕнĕ шкул пулĕ
«Чăваш Ен ачисем» республика программин шайĕнче те, «Раççей ачисем» федераци программин шайĕнче те палăртнă ачалăха сыхламалли нумай ырă ĕç пирĕн районта пурнăçа кĕрет. Уйрăмах сывлăх сыхлавĕн, вĕрентĕвĕн, культурăн, социаллă пурнăçăн сферисенче.
Хальхи вăхăтра çак строительство объектĕнче хĕрÿ ĕç пырать. Кунта тăрăшса вăй хуракансем пĕр минута та сая яма тăрăшмаççĕ. С.Павлов, С.Левин водительсем хăйăр турттараççĕ, В.Маркелов, С.Александров, Н.Григорьев крановщиксем бетон плита хураççĕ, В.Громова, М.Данилова раствор тăваççĕ, А.Дмитриев, Г.Смирнов, А.Груздев, В.Коротков, В.Романов, А.Федоров каменщиксем шкулăн пĕрремĕш хутне хăпартма та тытăнчĕç. Н.Романовпа С.Сергеев платниксен тăрăшулăхне те палăртмалла.
«Пĕтĕмĕшле каласан, Пысăк Енккассинчи шкул тăвассипе хĕрÿ ĕç пырать. Лайăх çанталăкпа усă курса пирĕн май пур таран мĕн планланине пурнăçа кĕртмелле. Çитес 2008 çулхи август тĕлне çак ĕçе вĕçлесе шкула хута ямалла. Ачасен савăнăçĕ - пирĕн савăнăç. Камăн çĕнĕ, хăтлă, капмар шкулта вĕренес ан килтĕр», - тет А.Петров мастер кунти ĕç-хĕлпе паллаштарнă май.
Хальхи вăхăтра кунта 50 çын вăй хурать. Ю.Васильев прораб ĕçе пăхса, йĕркелесе тăрать. И.Законов тĕп инженер та кунтан талма пĕлмест. Кирлĕ стройматериалсемпе вăхăтра тивĕçтерме тăрăшать.
«Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр» текен ваттисен сăмахне тĕпе хурса ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлама тăрăшатпăр», - тет Н.Зайцев пуçлăх.
Райадминистрацин промышленность, транспорт, çыхăну, строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн начальникĕн заместителĕ А.Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, çак шкула хăпартма кăçал республика бюджетĕнчен 27 миллион тенке яхăн уйăрма палăртнă. Хальлĕхе 10 миллион тенкĕ уйăрнă.
З. ПАВЛОВА