Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăван ялăм - савнă ялăм

«Ман ачалăхăм, çамрăклăх та
Иртнĕ мар-и хаваслăн кунта.
Тухманран нихăçан та асран
Сан çинчен çыртăм çакă
сăвва».
/Н.П.Иванов/.
 
    Манăн савнă ялăм - Шăхаль ĕлĕкренпех паллă ял. Кунтан нумай паллă çын тухнă, мĕн ĕлĕкренпех çĕр-шыва паттăр та ăслă ывăл-хĕр çитĕнтерсе парать вăл. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем: К.Элле - профессор, Н.Иванов - композитор, Н.Пуклаков - спортсмен, Г.Пуклакова - юрăçă. Кам кăна, ăçта кăна пĕлмеççĕ пулĕ вĕсене?
    Шăхаль - пысăк та илемлĕ. Яла капмар сăртсем хупăрласа тăраççĕ. Ун йĕри-тавра вăрман кашласа ларать. Кÿлĕсемпе пĕвесенче çуллахи ăшă кунсенче хĕвел çуттинче шыв çийĕн пулă сике-сике куçа йăмăхтарать. Каçсерен кунта шапасем «концерт» лартаççĕ, тем тĕрлĕ юрă та пĕлеççĕ-çке вĕсем!
    Ял варрипе мăнаçлăн Шарпаш ятлă юхан шыв юхса выртать. Çыран хĕррипе лаштра йăмрасем ÿсеççĕ. Шыв çинче хăйсен сăнне кăна тĕсесе лараççĕ вĕсем. Кăшт çилĕ вĕрниех килĕшмест тата вĕсене, кăмăлсăррăн шăпăлтатса илеççĕ.
    Сарпай сăрчĕ текен вырăн пур пирĕн ялта. Ăна Сарпай ятлă çын хăй ятне панă теççĕ, вăл кунта улмуççи пахчи çитĕнтернĕ иккен. Авалхи ятсем татах та нумай ялта. Шăхаль ялĕ пирки те темиçе тĕрлĕ халап çÿрет.
    Çуркунне çитсен тавралăх ем-ешĕл тумпа витĕнет. Тĕрлĕ кайăксен сасси тăван яла татах та илемлетет. Çурхи, çуллахи кунсенче улăхсенчи, çарансенчи тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ, хăйсем патне чĕнеççĕ.
    Мĕн тери илĕртÿллĕ Шăхаль урамĕсем. Пĕчĕк чух урама выляма тухсан кĕрес килместчĕ. Эпир, шăпăрлансем, ешĕл курăкпа витĕннĕ урамсенче лапталла, пĕр-пĕрне хăваласа тытмалла тата ытти тĕрлĕ вăйăсем выляттăмăр. Ĕçчен ял халăхĕ урамсене тирпейлесе илем кĕртсех тăратчĕ. Урамĕсем сарлака та вăрăм, утса тухассăн туйăнмаççĕ. Урамсем хĕррипе тĕрлĕ йывăç-курăк ÿсет. Ял халăхĕ аслă урампа ытларах çÿрет. Шкул, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, суту-илÿ çурчĕ те çак урамрах вырнаçнă.
    Ял халăхĕн пÿрт-çурчĕ юмахри пек. Темĕн тĕрлĕ эрешпе хитрелетнĕ вĕсене. Картисем урлă чăх-чĕп вĕçсе каçмалла мар. Кил картисенче хур-кăвакал какалать, ĕни-сурăхĕ макăрать.
     Эпĕ тăван ялшăн питĕ тунсăхлатăп. Ăçта кайсан та çуралнă ялăм куç умĕнчех тăрать, пĕр самантлăха та асран тухмасть. Савнă ялăм - Шăхаль, санпа пĕрле кун-çулăма пайлатăп, санпа пĕрле ялан эп пурнăçра!
 
Е. ПЛАТОНОВА


23 мая 2007
00:00
Поделиться