Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çара кайма юрăхлă пулар

     Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли районти «Романтика» лагерьте çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен финалти ăмăртăвĕсене старт панă. Парада пурĕ 18 команда /243 çамрăк армеец/ йĕркеленсе тăнă.
     Мероприятие район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уçнă. Çамрăк армеецсене Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар комиссарĕ М.Пуклаков, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов саламланă.
    Çамрăк армеецсем стройпа юрă юрласа иртнĕ. Унтан çамрăксем çар службине мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме тĕрлĕрен конкурссемпе ăмăртусем ирттернĕ.
 
Н. ШИШКИНА


26 мая 2007
00:00
Поделиться