Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул вăл - пурнăç

    «Авалхи Рим вăхăтĕнченпех «Çул вăл - пурнăç» текен каларăш паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Паха çул-йĕрсĕр çĕр-шыв экономикине çĕклеме йывăр. Ĕмĕртенпех автомобиль çулĕсем халăхăн наци пуянлăхĕ шутланнă. Халĕ те çул-йĕр строительстви республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тет «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятийĕн районти юсавпа строительство управленийĕн пуçлăхĕ А.Павлов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарнă май.
     Çакна палăртмалла: районти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕ 1936 çулта йĕркеленнĕскер, 70 çул ытла хушшинче мĕн чухлĕ çул-йĕр юсаман-ши? Халĕ те çак ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçласа пыраççĕ.
      Чăваш Республикин районсен, хуласен тата поселенисен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн хăвăртлăхне тивĕçтерес тата халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассипе хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ кăларнă. Унта Чăваш Республикин халăх пурăнакан пур вырăнсене те çыхăнтаракан автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине 2008 çулта вĕçлесси республикăн чи малтан пурнăçламалли задачи тесе палăртнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти те ку тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшать.
    Кăçал Республика кунне Куславкка хулинче ирттерме палăртнă. Çавна май, «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятийĕн районти юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем Куславкка çулĕсене пурĕ 22 километр асфальтлă çул сарассипе вăй хураççĕ. Пурĕ 30 çын тăрăшать кунта. Унсăр пуçне ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн Çĕнĕ Вĕренер патне 2 километр паха çул-йĕр хумалла. Хальхи вăхăтра районти юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем çак ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлассишĕн çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Ямпай ялне çитиччен - 2, 5, Тикаш ялĕ хĕррипе Хĕрлĕçыр ялне çити - 2 километр, Патти ялĕнче шкул автобусĕ валли площадка хумалла, поселокри Ленин, Киров урамĕсенчи çул-йĕре юсамалла тата ытти те.
     Пĕтĕмĕшле каласан, 2007 çулта районĕпе пурĕ 14, 86 километр тăршшĕ çул тумалла.
     «Ĕçрен хăраман ăста пулнă», - тенĕ ватăсем. Эппин, çул-йĕр ĕçченĕсене кăçал палăртнă пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама ăнăçу сунар.
 
З. ПАВЛОВА


26 мая 2007
00:00
Поделиться