Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Конкурс çĕнтерÿçи

     Раççей Президенчĕн «Вырăс чĕлхин çулталăкне ирттересси çинчен» Указне пурнăçласа тата республикăри Вĕрентÿ институчĕн мероприятийĕсен планĕпе килĕшÿллĕн вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсен «Уçă урок» республикăри фестивалĕ виçĕ тапхăрпа иртнĕ.
     Конкурса 21 районтан тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенчен пурĕ 138 учитель хутшăннă. Фестивальте пирĕн районтан 5 учитель хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕнче пирĕн ентеш, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Михайловна Табакова пĕрремĕш вырăн йышăннă, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
    Пултаруллă педагогăн 8 вĕренекенĕ фестивалĕн дипломне илме тивĕçлĕ пулнă.
     Ĕç çине творчествăлла пăхнăшăн тата педагогика инновацийĕсене вĕрентÿ процесне кĕртнĕшĕн Валентина Михайловнăна Вĕрентÿ институчĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
 
Т. ШМЕЛЕВА


26 мая 2007
00:00
Поделиться