Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мускаври тĕл пулусем

     Çĕр-шывăн тĕп хулинче Попечительсен совечĕн Ыркăмăллăх фончĕ «Çĕнĕ ăру» спорт программи» ятпа ирттернĕ спорт, çарпа спорт, ачасен çан-çурăмне çирĕплетме пулăшакан шкулсен, спорт секцийĕсемпе клубсен тренерĕсем хушшинче паракан стипендие илессишĕн конкурс итогĕсене пĕĕмлетнĕ.
    Çак конкурса хутшăнса районти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн çăмăл атлетика енĕпе тренер-преподавателĕ, «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Ю.Архипов та хутшăннă.
      - Чаплă тĕл пулăва çĕр-шыври чи пултаруллă 90 тренера чĕннĕ. Пире малашнехи ĕçре ăнăçусем сунса РФ Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ С.Иванов, «Çĕнĕ ăру» спорт программи» Ыркăмăллăх фончĕн Президенчĕ О.Смородская саламларĕç, - тулли кăмăлпа каласа парать Юрий Порфирьевич.
     Тĕл пулăва хăйĕнпе пĕрле вăл Мускава Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕренекен çамрăк спортсменсене - И.Львов, И.Петров, И.Иванова вĕренекенсене илсе кайнă, тĕп хулан паллă вырăнĕсемпе паллаштарнă.
       Пысăк пĕлтерĕшлĕ конкурса хутшăнса çитĕнÿ тума çăмăл килмен пирĕн ентеше. 32 çул хушшинче 1000 ытла çамрăка спортăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вĕсенчен иккĕшĕ - тĕнче класлă спорт мастерĕсем, 7-шĕ - СССР тата Раççей спорт мастерĕсем, 10-шĕ - спорт мастерĕн кандидачĕсем, 100 ытла - массăллă разрядлă спортсменсем.
     Ю.Архиповпа эпир мухтанатпăр. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, пултаруллă спортсменсем хатĕрлес енĕпе ăнăçусем сунатпăр.
 
А. ХОВАНСКИЙ


26 мая 2007
00:00
Поделиться