Республика чемпионатĕнче
Çăмăл атлетика енĕпе Шупашкарта ирттернĕ республика чемпионатĕнче Вăрмарсен команди тăваттăмĕш вырăн йышăннă.
1990-1991 çулсенче çуралнă арçын ачасем 5000 метрлă дистанцире тупăшнă. Д.Иванов /Вăрмар поселокĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта Олимп резервисен училищинче вĕренет/ пĕрремĕш вырăн йышăннă. А.Иванов /Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул/ виççĕмĕш пулнă. 1988-1989 çулсенчи юниорсенчен И.Петров /Пысăк Енккасси/ виççĕмĕш вырăна тухнă.
Çак çулсенчи çамрăксемех 3000 метра чупнă. И.Горблюк /Патти/ виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Хĕр ачасенчен О.Кудряшова /Энĕшпуç/ виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
1985-1987 çулхи çамрăксен хушшинче хăвăрт утассипе Г.Афанасьев /Кивĕ Мăнтăр/ иккĕмĕш пулнă.
1990-1991 çулхи çамрăксем 400 метра чупнă. А.Иванов /Вăрмар поселокĕ/ виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервисен училищинче вĕренет.
400 метра чăрмавсем урлă чупассипе Д.Иванов /Вăрмар поселокĕ/ çĕнтернĕ. Арçынсен тата хĕрарăмсен командисем 4х100 метрлă эстафетăра тупăшнă. Арçынсен команди: А.Иванов /Вăрмар поселокĕ/, В.Ильин, А.Александров /Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул/, А.Шевердин /Вăрмар поселокĕ/ виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Хĕрарăмсем те виççĕмĕш вырăна тухнă. Район чысне М.Семенова /Аслă Чак шкулĕ/, С.Галкина, В.Алексеева /Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул/, Л.Никифорова /Чупай шкулĕ/ хÿтĕленĕ.
Йĕтре тĕртессипе Е.Павлов /Арапуç/ - иккĕмĕш, А.Петров /Пинер/ виççĕмĕш вырăнсенче пулнă. Хăйсен ушкăнĕнче çавăн пекех М.Миронов /Энĕшпуç шкулĕ/ виççĕмĕш вырăна тухнă.
Копье ывăтассипе Е.Павлов /Арапуç/ виççĕмĕш вырăнта.
Л. АГАПОВА