Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ялта - хăтлă çурт-йĕр

    «2010 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсенче пурăнакан, вырăнтах ĕçлекен граждансене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма çулсерен каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăраççĕ. Ку енĕпе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин тÿпи те пысăк темелле.
     Пысăк Енккасси ял тăрăхĕпе илес пулсан, 2005 çулта ăна çак ялтах пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче шăл тухтăрĕ пулса ĕçлекен Алевтина Виссарионовна Васильева тивĕçнĕ. Ăна çурт-йĕр хăпартма каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăрнă. Вĕсен çемйи çак укçа-тенкĕпе капмар çурт хăпартнă. Иртнĕ çул çак программăпа 2 çемье субсидие тивĕçнĕ. Кăçал та 2 çемье документсем хатĕрлет.
 
Р. ИВАНОВА


26 мая 2007
00:00
Поделиться