Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Автобус» уйăхлăх пырать

     Пассажирсем турттаракан автотранспортпа çул çинче çÿремелли правилăсене çирĕп пурнăçлас тата ку енĕпе профилактикăллă мероприятисене комплекслă туса пырас, çавăн пекех çул çÿрев техникин хăрушсăрлăх правилисене вĕренсе ăна практикăра ĕçе кĕртессине лайăхлатас тĕллевпе республикăра кăçалхи апрелĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 3-мĕш июньччен «Автобус» уйăхлăх ирттереççĕ. ГИБДДн районти служби автотранспорт хуçисене пурне те çул-йĕр правилисене çирĕп пурнăçлассипе уйăхлăх тапхăрĕнче яваплăха татах ÿстермелли çинчен асăрхаттарать, чĕнсе калать.
 
Н. АЛЕКСАНДРОВ


30 мая 2007
00:00
Поделиться