Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Каникул усăллă пултăр

    Шкул ачисен - вĕренсе ывăннăскерсен, кашни кун иккĕмĕш килĕн сукмакне такăрлатнăскерсен каникул пуçланчĕ, вĕсем çапах «ирĕке» тухаççĕ тееймĕн, ма тесен ăшă çу кунĕсенче вĕренекенсен хĕрÿ тапхăр пуçланать: кам канма сиплев лагерĕсене каять, кам шкулти пахчара тăрăшать, кам вăхăтлăх ĕçе вырнаçать ...
    Пирĕн районта «Романтика» ача-пăча лагерĕ ĕçлет. Ачасем унта канма, хăйсен сывлăхне упрама, пултарулăхне аталантарма, тус-юлташ тупма каяççĕ. Çавăн пекех лагерьте вăйăсемпе концертсем, юрă-ташă каçĕсем йĕркелеççĕ, тĕрлĕрен интереслĕ занятисем ирттереççĕ, походсемпе экскурсисене çÿреççĕ, тутлă та техĕмлĕ апат çитереççĕ /кунне 5 хут/. Лагерь çинчен тĕплĕнрех ун начальникĕ Лев Кузьмич Уливанов каласа пачĕ:
    - Паянхи кун лагерьте юсав ĕçĕсем пыраççĕ, июнĕн 9-мĕшĕччен вĕсене вĕçлемелле. Канăва 3 сменăпа йĕркеленĕ, кашни сменăра /21 кун/ 90-95 ачана йышăнма палăртнă. Лагерьте канма бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсен ачисене 2-3 тÿлевсĕр путевка параççĕ, çакă учрежденири сотрудниксен шутĕнчен килет /тĕслĕхрен, организацире 20 çын ĕçлет пулсан 1 е 2 тулевсĕр путевка/. Ыттисен вара укçа-тенкĕ тÿлесе кайма тивет, унăн пĕр уйăхри хакĕ - 4500 тенкĕ. Çавăн пекех Куславккари 20 тăлăх ача валли вырăн уйăрнă.
   Социаллă страховани фончĕн районти уполномоченнăйĕ Маргарита Германовна Аверьянова пĕлтернĕ тăрăх, «РФ социаллă страховани фончĕн 2007 çулхи бюджечĕ çинчен» Федераллă Законĕн 11 статйипе килĕшÿллĕн тата 2007 çулхи мартăн 5-мĕшĕнчи «2007 çулта ачасен канас, сывлăхне сыхлас, ĕçĕ-хĕлне йĕркелес енĕпе пулăшу парасси çинчен» РФ Правительствин постановленине пурнăçласа ачасене лагерьсенче канма /тÿлевсĕр путевка валли/ кашни çулах соцстрах фончĕ укçа-тенкĕ уйăрать. Фонд райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнчен 810 пинлĕх 180 путевка туянать, шкулти ĕçпе кану лагерĕсене 285 ача валли 227 пин тенкĕлĕх /кунне 38 тенкĕ/ апат-çимĕçпе тивĕçтерет. Бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсен ачисене паракан путевка хакне фонд пĕтĕмпе тÿлет пулсан, ытти учрежденисенне вара - 50 процент.
    Ĕçпе кану лагерĕсем те шкулсенче яланхи пекех ĕçлĕç. Вĕренекенсем шкул пахчинче вăй хурĕç, территорине тасатас тата илемлетес енĕпе тăрăшĕç, тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Çавăн пекех ачасем, 14 çула çитнĕ пулсан, пĕр-пĕр предприятине е хуçалăха ĕçлеме кайма пултарĕç /районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă/.
     Чăн та, çуллахи вăрăм каникул вăхăтĕнче вĕренекенсен канăвне, ĕç-хĕлне йĕркелени вĕсене усал çынсемпе çыхланасран, право йĕркине пăсасран, кирлĕ мар ĕçсем тăвасран сирсе пырĕ. Ача çулталăкĕнче вара çакă пушшех пĕлтерĕшлĕ.
 
А. МИХАЙЛОВ


30 мая 2007
00:00
Поделиться