Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Наркотике çул çук!»

    Çакăн пек ятлă стенд йĕркеленĕ Мăнçырмари вăтам шкулта. Шкул коридорĕнче вырнаçтарнă ку стенд умĕнче кашниех чарăнса тăрать, унти материалсемпе паллашать. Ученăйсемпе психологсем, врачсем наркотик сиенĕ çинчен каланă ăслă сăмахсене илсе кăтартнă. М.Буяновăн «Размышления о наркомании», С.Гурскин «Внимание - наркомания» кĕнекисемпе тата ытти тĕрлĕ литература вырнаçтарнă. Шкулти учительсем наркомани сиенĕ çинчен тăтăшах калаçусем ирттереççĕ, вĕренекенсене çак усал йăларан хăтăлма пулăшаççĕ.
А. ИЛЬИН


30 мая 2007
00:00
Поделиться