Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пушар харушлăхĕнчен сыхланма

     Çанталăк ăшăтнă тата тавралăха пĕлтĕрхи çÿп-çапран тасатмалли тапхăр пынă май, асăрханусăр пулнипе районта пушарсен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Вăрмансемпе лартнă йывăçсем, кил-çуртсем вут-кăварта кĕлленеççĕ.
        Пушар хăрушлăхĕнчен асăрхаттарас, чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас тĕллевпе район пуçлăхĕ «2007 çулхи çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушлăхĕнчен сыхланас енĕпе туса ирттермелли мерăсем çинчен» йышăну кăларнă. Районти гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата организацисен руководителĕсемпе пĕрле халăха пушар хăрушлăхĕ çинчен каласа ăнлантарассине лайăхрах йĕркелеме, пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене çирĕп пурнăçласа пыма, вăрман фончĕн, выльăх-чĕрлĕх фермисем йĕри-тавра тата ял хĕррисенче пушартан хÿтĕленмелли тăрăхсем йĕркелеме, типнĕ курăксене çунтарассине чарма, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсене хатĕр тытма хушнă.


30 мая 2007
00:00
Поделиться