Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шăнкăрав сасси малашлăха йыхăрать

   ВĂРМАРТИ ПĔРРЕМĔШ ВĂТАМ ШКУЛ. Кунта ир-ирех ачасем хĕвĕшеççĕ, куçа лекекеннисем вара вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухакансем. Юлашки шăнкăрав янăранă тата малашлăхăн анлă сукмакĕ çине ăнăçлă утса тухнă ятпа çамрăксене саламлама район пуçлăхĕ В.Кириллов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов килнĕ. Пурте çамрăксене ăнăçусем сунчĕç, ырă канашсем пачĕç. Питĕ лайăх паллăсемпе шкул пĕтерекенсене Генрих Геннадьевич Чăваш Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕсене пачĕ тата республикăра ирттернĕ олимпиадăсенче çĕнтернисене Дипломсем парса наградăларĕ. Çавăн пекех çак шкул директорне В.Макаровăна республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона активлă хутшăннăшăн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ячĕпе Г.Васильев Тав çырăвĕ пачĕ. Унтан Патшалăх Канашĕн депутатне Г.Васильева вĕренсе тухакансем тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç. Ачалăхран шухăшсăр тухнă вĕренекенсемшĕн юлашки шăнкăрав сасси малашлăха йыхăрчĕ.
    МĂНÇЫРМА. Çак кун шкулта юлашки шăнкăрав 9 тата 11 классенче вĕренекенсем валли янравлă сассине пачĕ. Шкулпа сыв пуллашакансене шкул директорĕ В.Николаев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, В.Фомин фермер, Мăнçырмари Тихвински чиркĕвĕн иерейĕ Леонид атте саламларĕç. Вĕсем çамрăксене тĕрĕс çул суйласа илсе ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн çине тăма сунчĕç, тăван шкула яланах асра тытма, ашшĕ-амăшĕсен, учительсен шанчăкне тÿрре кăларма каларĕç. Савăнăçлă линейкăра вĕренÿ çулĕнче ырă енчен палăрнă шкул ачисен пултарулăхне хакларĕç, Хисеп грамотисемпе парнесем пачĕç. Çавăн пекех ачасене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕ пултаруллă вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ те районти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ партин вырăнти уйрăмĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
 
А. НИКОЛАЕВА. П. АЛЕКСЕЕВ


30 мая 2007
00:00
Поделиться