Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Диплома тивĕçнĕ

   Çĕрпÿри перекет банкĕн Вăрмар районĕнчи хушма офисĕ халăхпа тачă çыхăнса ĕçлет. Кам хăйĕн ĕç укçине перекет банкĕ урлă, кам кредит илес тесе килсе çÿрет.
    Электроэнергишĕн, кил-çурта хутса ăшăтнăшăн тата ытти тĕрлĕ ыйтусемпе килеççĕ, ют çĕр-шыв валютипе те ĕçлетпĕр, банк карттипе укçа илесси те вăя кĕчĕ. Çитес вăхăтрах банкомат лартатпăр. Паянхи куна пĕлтĕрхипе танлаштарсан вкладчиксен йышĕ 43 процент ÿснĕ. Вĕсем уйăхсерен хушăнсах пыраççĕ. 2055 пенсионер перекет банкĕнчен укçа илсе тăрать. Халăх ыйтăвне тивĕçтерекен уйрăмра яланах çын нумай, апла пулсан вĕсем пире шанаççĕ, эпир ĕçлени халăха тивĕçтерет тесе шухăшлатпăр. Районти ялсенчи филиалсем те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
    Ахальтен мар ĕнтĕ эпир счет çине укçа-тенкĕ хурас енĕпе халăхпа лайăх ĕçленĕшĕн конкурса хутшăнса Атăлçи округĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăтăмăр. Раççей Перекет банкĕн Атăлпа Вятка банк Дипломне тата хаклă парнене тивĕçрĕмĕр. Кунта пирĕн халăх ыйтăвне тивĕçтерекен уйрăмра вăй хуракансен тÿпи çав тери пысăк.
 
С. ХАРИТОНОВ


02 июня 2007
00:00
Поделиться