Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăрушă инкек

     Алхасакан вут-çулăм хăрушлăхне, вăл мĕн тери пысăк сиен кÿнине хăшĕ-пĕрисем чăтса ирттернĕ. Кĕске вăхăтра вăл кил-çурта, япаласене кĕл тăвать, хăш-пĕр чухне çыннăн пурнăçне те вăхăтсăр татать. Пушар чăннипех те хăрушă инкек. Анчах унăн сăлтавĕ пĕрре - çынсен тимсĕрлĕхĕ, пушартан хÿтĕленмелли правилăсене пăхăнманни.
     Кăçал пирĕн районта 15 пушар пулнă, унта 4 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Тăкакĕ 300 пин тенке яхăн.
      Вут-çулăма вăхăтра сÿнтересси нумай чухне пушар хуралĕнче ĕçлекенсенчен килет. Паянхи кун тĕлне районти ялсенче 6 пушар машини пур. Тĕрĕссипе кашни вут-çулăм алхасакан çĕре 4-5 пушар машини хутшăнмалла. Анчах та хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çак ыйту çине çиелтен пăхнипе пушар машини водительсĕр е бензинсăр ларать. Çавна пулах ĕнтĕ вут-çулăм куç умĕнчех пĕр çурт çинчен теприн çине сиксе хуçалăха пĕтĕмпех тĕп тăвать.
     Районти пушар чаçĕнче 4 пушар машини, вĕсем яланах юсавлă. Ялсенчен пушар хăрушлăхĕ çинчен пĕлтерес пулсассăн, пĕр машини çийĕнчех тухса каять, поселока вара иккĕшĕ. Хăш-пĕр ялсем район центрĕнчен аякра вырнаçнă, çавăнпа та çитме йывăр. Вĕсенче вырăнти пушар командисем ĕçлемелле.
     Республикăри гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру министерстви пушара хирĕç кĕрешсе тĕрлĕрен мероприятисем, вĕрентÿ ирттерет. Çав мероприятисене пирĕн пушарниксем те активлă хутшăнаççĕ, начар мар результатсем кăтартаççĕ.
       Пушар сÿнтерме кăна мар, тĕрлĕ кĕтмен авари е ытти чрезвычайлă лару-тăрура пулма лекет.
      Авари е пысăк хăрушлăх пулсан телефонпа районти пушар хуралне 01 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
 
В. ХОВАНСКИЙ


02 июня 2007
00:00
Поделиться