Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

КИВВĂРМАРТА - МУСКАВ СПЕЦИАЛИСЧĔСЕМ

   "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики малалла сулмаклă утăмсемпе утать. Ăратлă чăх-чĕп ĕрчетекен хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе Раççейре те интересленсех тăраççĕ. Çак кунсенче акă фабрикăна Мускавран Раççей Федерацийĕн чăх-чĕпсен селекципе ăратлăх енĕпе ĕçлекен станци директорĕ Я.Ройтер академик тата чăх-чĕпсен чирĕсен регионти лабораторийĕн директор заместителĕ М.Салахов килсе çитнĕ. Вĕсем фабрикăн юлашки пилĕк çулхи ĕç итогĕсене тишкернĕ, специалистсемпе тата рабочисемпе курса калаçнă, Киввăрмарсен ĕçĕпе кăмăллă пулнă.
 
А. ХОВАНСКИЙ


02 июня 2007
00:00
Поделиться