Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕчĕкрен вĕрентмеллине асра тытса

   Вут-кăвар усă курма пĕлмесен çав тери хăрушă, ниме те шеллемест. Пушар хăрушсăрлăхне курман ял та çук пулĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ мĕн авалтан: «Вăрă хăйне кирлине вăрлать, пушар тĕппипех пĕтерет», - тесе. Çавăнпа та ачасене мĕн пĕчĕкрен вут-çулăм хăрушлăхĕ пирки вĕрентмеллине асра тытса эпир тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр.
    Пушар тухас пулсан харпăр хăйне мĕнле тытмаллине тата вут-çулăм вăйă пулманни çинчен тĕслĕхсем илсе кăтартсах ăнлантаратпăр. «Радуга» ача садĕнчи воспитательсем занятисенче ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕпе те калаçусем ирттереççĕ. Акă нумаях пулмасть ачасен ÿкерчĕкĕсенчен «Шăрпăк - вăйă мар» ятлă выставка йĕркелерĕмĕр. Çавăн пекех чрезвычайлă лару-тăру йĕркисемпе паллаштартăмăр. Ачасен вĕрентĕвне, пĕлĕвне çирĕплетес тĕллевпе районти 39-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче пулса унта вăй хуракансемпе тĕл пултăмăр. В.Морозов инструктор ачасене пушар хăрушлăхĕ çинчен ăнлантарчĕ, огнетушительпе еплерех усă курмаллине кăтартрĕ.
 
Р. ЕГОРОВА


02 июня 2007
00:00
Поделиться