Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шăрпăкпа выляма ан парăр

    Общественность харпăрлăхне сыхласси кашни çыннăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Çав тивĕçсен шутне халăх пурлăхне пушартан сыхласси те кĕрет. Пушарсем çуллахи вăхăтра ытларах ачасем çулăмпа ашкăннипе пулаççĕ.
      Шăрпăкпа ытларах шкул çулне çитмен ачасем е кĕçĕн классенче вĕренекенсем выляççĕ. Çакна ашшĕ-амăшĕсемпе çемьери ытти аслă çынсен пĕлсе тăмалла. Вĕсен пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсене пăхăнса тăрса ачасене вĕрентсе тĕслĕх пулса тăмалла. Мĕншĕн тесен ачасене тĕслĕх кăтартни воспитанин лайăх виçи шутланать. Анчах нумай чухне тепĕр майлă пулса тухать. Ашшĕ-амăшĕсем ачисем çулăмпа интересленнине манса, шăрпăка тетте вырăнне хураççĕ. Макăракан ачана чарас тесе вĕсем тетте мар, шăрпăк курупки параççĕ.
    Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем вара ачасем умĕнче шăрпăк чĕртеççĕ те пепкине сÿнтерме параççĕ. Пĕр сăмахсăрах кун пек йăпанусем хăрушлăх патне илсе çитереççĕ, çулăмпа выляма хăнăху çуратаççĕ.
     Хăш-пĕр шкула çÿрекен ачасем ашшĕ-амăшĕсенчен вăрттăн пирус туртаççĕ, кăвайт чĕртеççĕ, шăрпăк пуçĕпе усă курса самопал тăваççĕ. Шкулта вĕренекен ача çулăмпа ашкăнни ăнсăртран мар, пĕлсех тунă ĕçе пĕлтерет.
      Çавăнпа та çав ачасемпе нумайрах воспитани ĕçĕсем ирттермелле. Унта вĕсем хăйсем халăх пурлăхне епле инкек кÿнине, çав пушарсем епле пуçланса кайнине каласа памалла.
     Ачасем çулăмпа ан ашкăнччăр тесе мĕн тумалла-ха?
     Пĕрремĕшĕнчен, ачасене пушă вăхăтра тĕрлĕ усăллă вăйăсем выляттармалла. Ку çуллахи вăхăтра ытларах та кирлĕ, мĕншĕн тесен ялти çынсем уйра. Кашни аслă çыннăн тивĕçĕ - ачасене çулăмпа выляма пуçличчен вĕсене асăрхаттарасси. Пĕчĕк ачасене кăмака, тĕрлĕ примуссем, краççын, керогаз чĕртме, электричествăпа хĕртекен приборсене чикме хушмалла мар.
     Шăрпăксене ачасем çитеймен çĕре хумалла. Вĕсене хваттерте пĕччен хупса хăвармалла мар. Пĕчĕк ачасем çулăмпа вылянине хирĕç аслисен çеç мар, шкул ачисен те кĕрешмелле. Çакна асра тытăр! Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнăр, патшалăх тата харпăр хăй пурлăхне пушарсенчен сыхлăр.
 
В. МОРОЗОВ


02 июня 2007
00:00
Поделиться