Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрлăх хура çĕре варăнать

    Паянхи пурнăçра ял хуçалăх аталанăвĕ тĕп вырăнта. Фермер /хресчен/ хуçалăхĕсемпе тĕрлĕ енлĕ ял хуçалăх предприятийĕсем те вăй илсе пыраççĕ. Вĕсене патшалăх енчен наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çăмăллăхлă кредит парса пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
     Кун пек ял хуçалăх предприятийĕсем пирĕн районта та пур. Акă тĕслĕхрен, «Агро-Владино». Вĕсем хăйсен хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтернĕ хыççăн Шăплат уйне куçнă. Кунта халĕ хĕрÿ ĕç пырать. Ял çумĕнчи лаптăкра йĕри-тавра трактор шавĕ кĕрлет. Тăватă МТЗ-82, МТЗ-80 - пĕрре, тепĕр Т-150 тракторсем культиваци тăваççĕ. В.Федоров, В.Коротков, А.Алексеев, В.Иванов, Н.Александров, Г.Павлов, Н.Исаев механизаторсен аллинче ку «хурçă утсем». Вĕсем патне М.Андриянов водитель топливо турттарса тăрать. Хальхинче автомашина хыçне шăратса çыпăçтармалли агрегата кăкарса илсе тухнă, мĕншĕн тесен Т-150 тракторпа кăкарса ĕçлемелли культиватор кăштах «чăхăмланă». Ăна вĕсем уй-хиртех юсаççĕ. Çул урлă, хатĕр ана çинче, Н.Александров «Эльф» сортлă урпа акать. Сăмах май каласан, ку трактор Пысăк Енккассинчи В.Сергеев фермерăн. Хуçалăхсем пĕр-пĕрне пулăшса пыма тăрăшаççĕ.
      «Рабочисемпе механизаторсем çав тери хастар. Ĕçе вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ, ĕçшĕн тÿлеççĕ», - тет И.Абрамов Чăваш ял хуçалăх академийĕн агрономи факультечĕн 4 курс студенчĕ. Вăрлăха минераллă удобренипе хутăштарса акаççĕ. Агротехника требованийĕсене пурнăçласан тухăçĕ аван пулас шанчăк пысăк. Тăрăшсан ĕç ăнасси - паллах.
 
А. НИКОЛАЕВА


02 июня 2007
00:00
Поделиться