Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Урнарпа Кивĕ Шулханта - тĕслĕх библиотекăсем

   Лайăх тата квалификациллĕ ĕçлеме нумай пĕлмелле тата пултармалла. Çак енсене пурнăçлама вара библиотекăсене çÿрени пулăшать. Вĕсен вара вулаканăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермелле. Çавăнпах та пулĕ республикăра, пирĕн районта та тĕслĕх библиотекăсем кашни ялта тенĕ пек уçăлсах пыраççĕ.
    Акă хальхинче Урнарпа Кивĕ Шулханта уçăлчĕç. Кивĕ Шулханти тĕслĕх библиотекăна уçнă çĕрте ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов, «Родина» ЯХПК председателĕ Л.Лукин тата ыттисем хутшăннă, парнесем панă.
    Урнарти тĕслĕх библиотекăна уçма килнĕ район представителĕсене «Сарнар» фольклор ушкăнĕ ĕлĕкхи чăваш йăли-йĕрки тăрăх çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Вăрмар районĕ 80 çул тултарнине халалласа «Шанчăк» тата «Ветеран» хĕрарăмсен клубĕ - «Кĕнеке - чун пуянлăхĕ» конкурс, «Ялти чечексем» ача-пăча клубĕ «Кĕнеке - чун çăкăрĕ» театрализациленĕ представлени кăтартнă. Ялти тĕслĕх библиотекăна уçма ял халăхĕ чылай тăрăшнă. Чи активлисене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн вырăнти уйрăмĕ Тав çырăвĕсем парса чысланă.
 
З. ПАВЛОВА


06 июня 2007
00:00
Поделиться