Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçре те маттур, канура та сатур

   «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçченĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсене кашни çулах районта чи малтан пысăк пахалăхпа вĕçлеççĕ. Иртнĕ шăматкун вара çак ятпа Акатуй ирттерчĕç. Фабрика ĕçченĕсене саламлама Горький чукун çулăн Хусан уйрăмĕн начальникĕ И.Белов, унăн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ А.Васин, чăх-чĕп чирĕсен регионти лабораторийĕн директор заместителĕ М.Салахов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин пай начальникĕ В.Герасимов, район пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Н.Павлов тата районти ытти яваплă çынсем килнĕ.
    Сад пахчи çывăхĕнчи уçланкăна халăх йышлăн пухăннă. Уявра чи малтанах «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров сăмах каланă. Хуçалăх ĕçченĕсене çур акине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерессишĕн мĕн пур вăй-хала панăшăн тав тунă. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнисене Хисеп грамотисемпе наградăланă, парнесем панă /ÿкерчĕк çинче/. Уява хутшăннă представительсем те пушă алăпа килмен. И.Беловпа А.Васин производствăра тăрăшулăх кăтартакан вунă çынна, В.Герасимов В.Алексеев водителе Хисеп грамотисемпе наградăланă, парнесем парса чыс тунă. Район пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Н.Павлов хуçалăх ĕçĕнче палăрнă 4 рабочие райадминистрацин Тав çырăвĕсене тата парнесем панă.
Ун хыççăн Шупашкартан килнĕ чăваш эстрадин çăлтăрĕсем концертпа савăнтарнă.
Спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем йĕркеленĕ. Лашапа чуптарса ăмăртнă, шалча çине улăхнă, канат туртнă, алă вăйĕ виçнĕ тата ытти спорт вăййисем пулнă. Кĕрешÿ - чи интересли. Ку спорта кăмăллакансем сахал мар. Çивĕч кĕрешÿре паттăра Кивĕ Вăрмарти В.Степанов юлнă.
Акатуя килнисене райпо магазинĕсемпе уйрăм предпринимательсем тутлă апат-çимĕçпе сăйланă.
 
А. ХОВАНСКИЙ


09 июня 2007
00:00
Поделиться