Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачасен уявĕ савăнăçлă иртрĕ

   КАВАЛ. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна вăтам шкул çумĕнчи «Çăлкуç» ача садĕнче ĕçлекенсем ачасемпе паллă турĕç. Ялти стадиона ачасен ашшĕ-амăшĕсем, ачасем, хуларан яла курма килнĕ ачасем нумай пуçтарăннă. Акă, ача садĕнчи ачасен ушкăнĕ курăнса кайрĕ. Вĕсем шарсем, пĕчĕк ялавсем çĕклесе пыраççĕ, юрăсем юрлаççĕ. Кунта пĕчĕк ачасем нумай, икĕ çула çитнĕ-çитменнисем те пур. Куçĕсенче пурин те савăнăç çиçет.
   Уява ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлекен Т.Григорьева тата Н.Семенова ертсе пычĕç. В.Осипов баянпа каласа ачасене тĕрлĕ юрăсем юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ. Н.Игнатьева, К.Сапожников çав тери илемлĕ, ăста юрларĕç. Икĕ çулхи Н.Иванова, М.Игнатьев пысăккисенчен те хĕрÿрех ташласа тĕлĕнтерчĕç чăваш тата вырăс ташшисене. Икĕ-виçĕ çулхи ачасем вара ушкăнпа «Встаньте, дети, встаньте в круг» ташăна хĕрÿллĕн ташларĕç.
    Нумай ташă-юрăпа савăнтарчĕç куракансене, уйрăмах ашшĕ-амăшĕсене, ватăсене пĕчĕк шăпăрлансем.
 
                                                                                 В. ТУРТУШОВ
 
    МĂНÇЫРМА. Ачасем - пирĕн пуянлăх, - тетпĕр эпир, мĕншĕн тесен халăх ырлăх-пуянлăхĕ çитĕнекен ăрăва тĕрĕс пăхса ÿстернинчен килет теççĕ. Çак шухăша тĕпе хурса Мăнçырмари вăтам шкулта Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна анлăн уявлама палăртрĕç. Паллă самант пĕччен çÿремест, вĕренÿ çулĕ вĕçленнине те çак кунах паллă турĕç.
    Уяв шкул стадионĕнче пулса иртрĕ. Шкул ачисем çеç мар, шкул çулне çитмен ачасем те йышлăн пуçтарăннă. Уява шкул директорĕ В.Николаев уçрĕ, çуллахи вăхăтра, уйрăмах кăçалхи шăрăх кунсенче, асăрхануллă пулмаллине аса илтерчĕ. Директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Т.Степанова уяв кунĕсемпе саламларĕ, ăмăртусене активлă хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне илме ăнăçу сунчĕ. Мăнçырмари Тихвински чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте - яланах кĕтнĕ хăна. Уяв ячĕпе саламласа ачасене ырлăх-сывлăх, телей, ăмăртусенче ăнăçусем суннă май шкул ачисене ял чиркĕвне хăпартма пулăшнăшăн тав турĕ, шкула диплом парса чысларĕ, малашне те пĕрле ĕçлессе шанни çинчен каларĕ, мĕншĕн тесен чиркĕве туса пĕтерсе хута яриччен ĕçлемелли питĕ нумай, ĕç вăйĕ çитменни çак ĕçе вăраха тăсать. Салам сăмахĕсем хыççăн Е.Степанова вожатăй уяв программипе паллаштарчĕ. сывлăх - пурнăç никĕсĕ, çавăнпа юрă-ташă та айккинче юлмарĕ.
    Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем хутшăнчĕç ăмăртусене. Хăвăрт чупассипе, тăршшĕне, çÿллĕшне сикессипе, туртăнассипе, мечĕк ывăтассипе, кире пуканĕ йăтассипе, михĕпе пĕр-пĕрне çапса пĕрене çинчен персе антарассипе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç ачасем, çамрăк волейболистсемпе çамрăк футболистсем те конкурссене активлă хутшăнчĕç. Ăмăртусене хутшăннă пĕтĕм ачаран чи пултарулли, чи çивĕччи 10 класра вĕренекен М.Павлова пулчĕ, вăл 5 конкурса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. Тăршшĕне сикессипе 6 класра вĕренекен П.Васильев çĕнтерчĕ, 3 метр та 70 сантиметр сиксе пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Алă çинче туртăнса А.Родионов, мечĕке аяккалла ывăтассипе Е.Михайловпа /9 кл./ Р.Вотяков /8 кл./ палăрчĕç. А.Александрова /6 кл./ та 32 метр аяккалла ывăтса 6-8 классенчи хĕр ачасем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулчĕ.
    Вĕренÿре тата спорт ăмăртăвĕсенче те палăрнă ачасене парнесемпе Хисеп грамотисем парса чысларĕç.
Тулли кăмăлпа саланчĕç ачасем хăйсене халалласа ирттернĕ уявран.
    Ачасене хÿтĕлемелли куна уявласси каçхине малалла тăсăлчĕ. Ялти культура çурчĕн директорĕ Э.Кузнецова тата художество ертÿçи З.Васильева тăрăшнипе ял халăхне пысăк концертпа савăнтарчĕç.
 
З. ИЛЛАРИОНОВА


09 июня 2007
00:00
Поделиться