Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Арапуçсем хастар ĕçченсемпе пуян

    «Арабоси» агрофирма районта малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Çур аки те кунта ăнăçлă пулса пырать. Ял хуçалăх техникисем пĕр ана хыççăн теприн çине куçса пыраççĕ. Хăйсен çĕрĕсене кăна акса-лартмаççĕ, кÿршĕсене те пулăшаççĕ. Çак çĕрсем çине акма мĕн чухлĕ пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхĕсем кирлĕ.
    Пурте вĕсем Арапуçĕнчи тĕш тырă упранакан складран тухаççĕ. Кунта вара ĕç-шавĕ хĕлĕпех лăпланмасть. Вăрлăхлăх культурăсене тасатса кондицие лартаççĕ . Хăйсене валли те, сутлăх та çителĕклĕ. Хуçалăх вăрлăх хатĕрлес енĕпе вăй хунăранах пулĕ ĕçĕ питĕ нумай. Склада пĕрмаях 11-12 çынран кая мар ĕçе тухаççĕ. Вĕсен ĕçне Л. Максимова склад заведующийĕ йĕркелесе пырать. Ĕçчен хĕрарăм кунта 10 çул ытла вăй хурать. Хăйне шанса панă ĕçе вăл яланах тирпейлĕ те вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Хуçалăхри складсенче яланах тасалăх хуçаланать. Кунта кашни япалан, вăрлăхăн хăйĕн вырăнĕ.
    «Лидия Геннадьевна çав тери ĕçчен хĕрарăм, ăна пур ĕçе те шанма пулать», - тет хуçалăхри вăрлăх енĕпе ĕçлекен Е.Спиридонов агроном. Сăмах май каласан Евгений Михайлович «Арабоси» агрофирмăра 2002 çултанпа вăй хурать. Шупашкарти ял хуçалăх академинче агрономи специальноçне илсен тÿрех хуçалăха çул тытнă. Ăна ĕçре нумай çулсем хуçалăхра вăй хуракан опытлă агроном В.Максимов пулăшса, кирлĕ çĕрте вĕрентсе пырать. Çавăнпа та Е.Спиридонов ĕçĕ курăмлă. Вăрлăхлăх тырă та кашни çулах хушăнса пырать. Пахалăхĕ пур енчен те агротехника требованийĕсене тивĕçтерет. «Арабоси» агрофирма унăн ĕçне тĕрĕссипех хакланă, Евгений Спиридонов çамрăк агроном Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн кашни çул паракан стипендине илсе тăрать. Çамрăксем малаллах ăнтăлччĕр, ĕçĕсем ăнса пыччăр темелле кăна юлать.
 
А. НИКОЛАЕВА


09 июня 2007
00:00
Поделиться