Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пахалăхшăн тăрăшаççĕ

    Çĕвĕ фабрики хăйĕн пĕрремĕш продукцине 1980 çулхи май уйăхĕнче кăларма тытăннă. Унтанпа 20 çул ытла пĕр кăлтăксăр ĕçлет вăл. Кунти ĕçченсем халăха валли пахалăхлă тавар кăларассишĕн пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. «Пахалăх сăмах предприятишĕн пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен хальхи рынок тапхăрĕнче конкуренци кунран кун вăй илсе пырать темелле.
     Туянакан вара пахалăхлă издели çине кăна куç хывать. Çавăнпа та пирĕн çĕвĕçсем ку е вăл ĕçе тĕплĕн пурнăçлама тăрăшаççĕ», - тет С.Белоусова директор.
Паянхи куна илес пулсан, фабрикăра пурĕ 180 çын вăй хурать. Коллектив членĕсем хастар ĕçлеççĕ. Уйрăмах çамрăксен пиллĕкмĕш бригадине палăртмалла. Кунти О.Григорьева мастер ертсе пынипе И.Зайцева, Т.Сергеева, Ю.Митрофанова, О.Тимофеева, Т.Николаева çĕвĕçсем ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Çĕвĕçсем ăста алăллă пулнăран Мускаври çăмăл промышленноç енĕпе ĕçлекен паллă фирмăсем темиçе çул ĕнтĕ фабрикăпа тачă çыхăну тытаççĕ. Кашни уйăхрах вĕсенчен заказ чылай килет. Çавна май плана та вăхăтра тултарса пыраççĕ. Сăмахран, кăçалхи 4 уйăхра 5 миллион та 287 пин тенкĕлĕх продукци çĕленĕ кунти «ылтăн алăллă» ĕçченсем. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 120, 3 процент. Пурлăхпа техника базине çулсерен пуянлатсах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ çĕвĕ машинисем чылай туяннă. Вĕсемпе вара ĕçе кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама пулать.
    Маттур та пултаруллă çĕвĕçсем хăйсен профессиллĕ уявне пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ. Эппин вĕсене пархатарлă та çав вăхăтра халăха кирлĕ ĕçре çирĕп сывлăх, ăнăçу сунар.
 
З. ПАВЛОВА


09 июня 2007
00:00
Поделиться