Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ят-сумне ÿкермен

    Районти тырă йышăнакан пункт халăха уйăхсерен 125 тонна тĕрлĕ сортлă çăнăх, 10-15 тонна тулă, 60-шар тонна хутăш апат тата ытти тĕрлĕ таварсем сутать.
   Предприятин кулленхи ĕçĕ çур акипе тÿрремĕнех çыхăннă, çавăнпа та вĕсен ĕç-хĕлĕ пире кăсăклантармасăр тăмасть. Ял хуçалăх предприятийĕсене кивçенле çăнăх, кĕрпе, макарон изделийĕсем парса та пулăшатпăр. Сутмалли таварсене вырăна çитерсех паратпăр. Çак ĕçсем вара предприятинчи рабочисемсĕр пулмасть. Вĕсен хушшинче В.Герасимов тÿпи те питĕ пысăк. Вăл 1972 çултанпа паянхи кунчченех вăй хурать. Сахал-и ку, нумай-и вулакан хăй хаклатăр. Çак хушăра предприяти чылай йывăрлăхсене тÿссе ирттернĕ. Саманан тĕрлĕ сулăнчăкĕсене те лекме тивнĕ. В.Герасимов вара пурне те предприятипе пĕрлех чăтса ирттернĕ, ниçта та кайма шухăшламан. Шанса панă ĕçе яланах тивĕçлипе пурнăçлать. Унăн ĕçне хакласа тĕрлĕ çулсенче Хисеп грамотиссемпе парнесем те панă. Кĕскен каласан ăна чăннипех те предприяти директорĕн пулăшаканĕ теме те пулать. Вăл унăн аталанăвне, историне нумай пĕлет. Ĕçчен çынна коллектив хисеплет, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн ят-сумне ÿкермен.
 
В. АЛЕКСАНДРОВ


09 июня 2007
00:00
Поделиться