Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх сывлăхĕ - наци пуянлăхĕ

Июнĕн 17-мĕшĕ - Медицина ĕçченĕсен кунĕ
    Юлашки çулсенче республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ. Çемье медицини службине ĕçе кĕртнĕ май, çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ.
      Хальхи вăхăтра 9 профильпе стационарлă пулăшу параççĕ. Районти тĕп больницăра пĕтĕмĕшле практика врачĕн 4 офисĕ ĕçлет, вĕсенчен виççĕшĕ аякри ялсенче, фельдшерпа акушер пункчĕ - 29. Хальхи вăхăтра пирĕн районта пурĕ 465 медицина ĕçченĕ халăх сывлăхĕшĕн тăрăшать. Вĕсенчен врачсем - 50, медицина сестрисем - 213.
      «Ĕçрен хăраман ăста пулнă», - тенĕ ваттисем. Пирĕн те пултаруллă, хăйсен ĕçĕсенче чăн ăстасем сахал мар. Акă вĕсенчен терапи уйрăмĕн заведующийĕ Т.Алексеева, Т.Петрова участокри врач, О.Московкина терапи врачĕ, хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Н.Кузьмин, поликлиника заведующийĕ И.Петрова, Л.Лебедева аслă медсестра, Л.Ткачук санитарка хăйсен ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсен ĕçĕ пархатарлă», - тет Н.Васильева район больницин тĕп врачĕ. Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Вырăнта пурăнакансем пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илччĕр тесен, пурлăхпа техника базине вăйлатмалла. Çавна май иртнĕ çул ку енĕпе чылай оборудовани туяннă. Кăçал та çак ĕç пурнăçланса пырать.
      Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - ĕçлекен çынсен хушма диспансеризацийĕ. Кăçалхи июнĕн 8-мĕшĕ тĕлне 209 ĕçлекен çын хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттернĕ. Унсăр пуçне ача амăшĕ пулма хатĕрлекенсене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ, ача çуратмалли сертификат параççĕ. Инвалидсене çăмăллăхлă эмелсемпе тивĕçтерессипе те тăрăшаççĕ.
      «Халăх сывлăхĕ - наци пуянлăхĕ. Иртнĕ çулсенче эпир васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçне улăштартăмăр. Автопарка, медицина оборудование çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра службăн çĕнĕ йышши телекоммуникаци технологийĕпе ĕçлекен диспетчер служби тăвассипе тăрăшатпăр. Вăл вара пĕр тытăма пĕтĕçтерме парĕ. Унпа пĕрлех чирлĕ çынна васкавлă пулăшу парас ĕçĕн пахалăхне ÿстерĕ», - терĕ Н.Васильева тĕп врач.
    Эппин, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшакан медицина ĕçченĕсене вĕсен çăмăл мар ĕçĕнче иксĕлми вăй-хал, ăнăçу сунар.
 
З. ЕЛАКОВА


15 июня 2007
00:00
Поделиться