Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă ĕçĕн ырă çыннисем

      Апрель уйăхĕнче пирĕн районта «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» Ыркăмăллăх марафонĕ иртрĕ, ăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ партин районти уйрăмĕ йĕркелерĕ.
      Акци вăхăтĕнче районти организацисемпе уйрăм çынсенчен тата Шупашкарта пурăнакан ентешсенчен республикăн ача-пăча фондне - 80 пин, район фондне 105201.20 тенкĕ укçа кĕнĕ. Районти йĕркелÿ комитечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 94500 тенкĕ укçана ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă тата йывăр шăпаллă ачасем, çул çитмен инвалидсем, йышлă çемьере çитĕнекен ачасем валли «Романтика» сиплев лагерьне кайма путевкăсем /21/ туянма, 35 пине Арапуçĕнчи çул çитмен ачасен реабилитаци центрне пурлăхпа техника материалĕсем илме уйăрнă. Çавăн пекех инвалид ачасем хушшинче дартс, шашкăпа шахмат ăмăртăвĕсем ирттерме, Кÿкеçре пулнă республика спартакиадине хутшăнма тăкакланă.
    Йĕркелÿ комитечĕ акцие хутшăннă организаци ертÿçисемпе коллективĕсене, район çыннисене тав тăвать. Республикăн ача-пăча фондне укçа-тенкĕ куçарнă организацисем: райадминистраци /25322/, районти тĕп больница /24759/, Мăнçырмари вăтам шкул /8854/, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ /4630/, райадминистрацин финанс пайĕ /4014/, социаллă хÿтлĕх пайĕ /4000/, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул /2206/, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ /1150/, Кивĕ Вăрмарти вăтам, Пинерти тата Чулкасри тĕп шкулсем, «Березка» ача сачĕ /1000-шер тенкĕ/ тата ыттисем те.
   Районти ача-пăча фондне: Вăрмарти газ участокĕ /8400/, тĕп больница /8234/, «Вăрмар пасарĕ» МУП /5050/, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци /5000/, «УК ЖКХ» /4300/, тырă йышăнакан предприяти /3500/, райпо /3000/, ачасен искусство шкулĕ /2550/, Мăнçырма шкулĕ /2240/, аптека, КБОН /2000-шер/, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ /1350/, районти ял тăрăхĕсем, хăш-пĕр шкулсем, ача сачĕсем, уйрăм предпринимательсем тата ыттисем те. Вăрмарти çĕвĕ фабрики, РОСТО, Аслă Чак шкулĕ, В.Енькова предприниматель таварсем парса пулăшнă. Хамăр ачасемшĕн хамăр тăрăшмасан кам тăрăштăр, вĕсем пирĕншĕн ют ан пулччăр, хурлăхне те ан курччăр. Ырă тума нихăçан та кая мар.
 
Г. ПЕТРОВА


15 июня 2007
00:00
Поделиться